Комментари хушас

27 Пуш, 2020

Çынсен сывлăхне тĕрĕслесех тăраççĕ

Республикăра халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерессипе 44 организаци ĕçлет. Вĕсенчен 33-шĕ — стационар мелĕпе. Условисене пурнăçланă, санитарипе эпидемиологи йĕркине пăхăнаççĕ.

Кирлĕ чухне медицина тĕпчевĕ те ирттерме пулать, çав шутра — лаборатори тата инструмент диагностики те. Паянхи куна çак организацисенче 2313 çын ĕçлет; социаллă пулăшу илекенсем - вăтам ӳсĕмрен иртнисем, инвалидсем тата ачасем — 2918 çын. Вĕсенче коронавирус чирĕн паллисене тупса палăртман.

Социаллă пулăшу илекенсене коронавирус паллисем /температура ӳсни, ӳслĕк, сывлăш пӳлĕнни, мышцă ыратни, час ывăнни, кăкăр шăмми тулни/ çинчен ăнлантарсах тăраççĕ. Çакнашкал симптомсем палăрсан учреждени ĕçченĕсен çийĕнчех организаци ертӳçине шăнкăравласа пĕлтермелле.

www.hypar.ru Mintrud.cap.ru 

Рубрика: