Комментари хушас

30 Пуш, 2020

Коронавирус тапхӑрӗнче усӑ курмалли пӗрлехи интернет порталне йӗркелесшӗн

Паянхи канашлура Алла Салаева вице-премьер ҫак лару-тăрура изоляцири ватăсене пулăшасси пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ.

60 çултан иртнисен шучĕ Чăваш Енре 200 пин çынпа танлашать. Ватăсем апат-çимĕç, эмелсем туянса килмешкĕн волонтерсен пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ. Федераци шайĕнчи 8-800-201-32-60 е вырăнти 26-11-11 телефонсемпе шăнкăравламалла — волонтерсем вăрах кĕттермĕç. Чăн та, шăнкăравлакан хальлĕхе нумай мар-ха.

Алла Леонидовна çавăн пекех тĕрлĕ министерствăна пăхăнакан учрежденисен коронавирус тапхăрĕнче усă курмалли пĕрлехи интернет порталне те йĕркелесси çинчен каларĕ. Музейсемпе онлайн мелпе паллашасси, ачасем валли вĕрентӳ материалĕсем, спорт тренировкисем, пулăшу чĕнесси — пĕтĕмпех пĕр порталта пулĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: