Комментари хушас

31 Пуш, 2020

Тӗлӗкӗнче те Афон тӗлленет

Кӗлĕсĕр — пĕр утăм та… Çак тĕллев Виталий игумена пурăнма-ĕçлеме вăй-хал парса тăрать. Пĕтĕм пурнăçне Турра халалланăскер çынсен чунне сиплет, вĕсене чир-чĕртен сыватать.

Виктор Гришин Амур облаçĕнчи Ирĕклĕх хулинче кун çути курнă. Гришинсен çемйинче 8 ача пулнă, Виктор — чи асли. Унăн мăн-мăн аслашшех Турра ĕненекен çын пулнă. Вырăс-турккă вăрçинчен сывă таврăннăскер алла пăшал тытас умĕн ялан кĕлтунă. Гришинсем тĕн йăлисене çирĕп пăхăннă. Виктора асламăшĕ пĕчĕклех хулари чиркĕве илсе çӳренĕ, ӳсерехпе ача унта хăй тĕллĕн çӳреме тытăннă. «Василий атте мана тĕн кĕнекисем паратчĕ. Эпир унпа ялан калаçаттăмăр, вăл мана тутлă çимĕçсемпе хăналатчĕ. Çул çине укçа парса яратчĕ. Ун чухне чиркĕве çӳреме чаратчĕç, комсомолецсем сыхă тăратчĕç. Тытсан ĕçе е вĕреннĕ çĕре пĕлтеретчĕç. Василий атте мана алтарьте пытанма хушатчĕ. Эпĕ унта ахаль ларман, асăну хучĕсене вулаттăм. Каярахпа пирĕн чиркĕве Владимир атте килчĕ, эпĕ унпа та туслашрăм», — аса илет Виталий атте «Кĕлĕсĕр — пĕр утăм та» кĕнекинче. Нумаях пулмасть кун çути курнăскере Зинаида Паршагина журналист редакциленĕ.

Шкул хыççăн амăшĕ хистенипе Виктор Гришин строительство техникумĕнче вĕреннĕ, унтан салтак тивĕçне пурнăçланă. Çарта пултаруллă йĕкĕте çар академине вĕренме ярасшăн пулнă: «Ку каччăран генерал пулатех», — тенĕ офицерсем. «Чаç командирĕ заявлени çырма хушрĕ, анчах шалти туйăм тытса чарчĕ. Шăп çав кун чаçе асанне çитсе тăчĕ. Вăл мана академие кайма ирĕк памарĕ. Эпир тăван тăрăха çул тытрăмăр». Асламăшĕ чаçе ахальтен пыман: Иркутскпа Чита архиепископĕ Вениамин /Новицкий/ хăйне пулăшакан çынна шыранă, Владимир атте ăна Виктор Гришин çинчен каласа кăтартнă. Çартан таврăннă каччă Иркутска тухса кайнă, епархире ĕçлеме пуçланă. Çамрăк иподиакон Владыкăпа пĕрле Турă Амăшĕн ячĕпе лартнă чиркӳре кĕлĕ ирттернĕ. «Ун чухне чиркӳре ĕçлекен сахалччĕ, юрлакан та çукчĕ. Владыка ахаль послушник пек клиросра юрлатчĕ, асăнтармалли кĕнекесене вулатчĕ. Вăл нимĕнле ĕçрен те пăрăнмастчĕ. Алăпа çырнă Евангели пурччĕ унăн. Ăна вăл яланах пĕрле илсе çӳретчĕ. Колонире пĕрле ларнă çын парнеленĕскер пулнă. Совет влаçне хирĕç пулнăшăн ссылкăна янă. Унта нумай священник асапланни пирки каласа кăтартатчĕ. Владыкăпа эпир Инçет хĕвел тухăçĕнчи чылай хулана çитсе куртăмăр: Иркутскран пуçласа Владивосток таран. Вăл нумай чиркĕве пăхса тăратчĕ», — каласа парать Виталий атте.

1973 çулта Вениамин архиепископа Чăваш Ене куçарнă. Çамрăк иподиакон та унпа пĕрле Шупашкара килнĕ. Епархин çĕнĕ пуçлăхĕ пĕрремĕш кĕлле Введени чиркĕвĕнче ирттернĕ. Анчах Владыка кунта нумаях ĕçлеймен, тепĕр виçĕ çултан вăл пурнăçран уйрăлнă. Виктор Гришина Шупашкар — Чăваш Ен митрополичĕпе Варнавăпа пĕрле ĕçлеме тӳр килнĕ. Епархи пуçлăхĕ ăна 1977 çулта священник пулма çирĕплетнĕ, Канаш хулинчи чиркĕве ĕçлеме янă. Тепĕр çул вăл Виталий ятпа манаха тухнă. Çав çулах ăна Афона каймашкăн ирĕк панă. «Телейлисен йышĕнче пиллĕкĕн пултăмăр: икĕ диакон, пĕр манах тата икĕ иероманах. Шупашкартан иккĕнччĕ: эпĕ тата Силуан атте. «Сирĕн Афонта вилмелле», — терĕç те паспортсене ыйтрĕç. Николай çветтуй кунĕнче Пантелеимон мăнастирĕнче пĕрремĕш кĕлле хутшăнтăмăр», — аса илет Виталий атте.

Виктор Гришин Афонта нумай çул пурăннă ватăсемпе те курнăçнă: Паисий Святогорец, Карульти Серафим, Илья Ноздрин тата ыттисем. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.