Комментари хушас

1 Ака, 2020

Кайăк грипӗнчен

Çуркунне кăнтăртан кайăксем вĕçсе килни — сисчĕвленмелли тапхăр. Ветеринари специалисчĕсем каланă тăрăх, çĕршыва кайăксен грипĕ килес хăрушлăх ӳсет.

Вирусăн çĕнĕ штамĕ — H5N8 — уйрăмах шухăшлаттарать. Раççейре çулталăк ытла /мартăн 26-мĕшĕ тĕлне/ кайăк грипне палăртман. Юлашки хут вăл 2019 çулта Ростов облаçĕнче шар кăтартнă. Анчах халĕ усал мур Европăра сарăлнă май пирĕн çĕршыв чикки патне те çывхарса пырать.

Асăннă мурпа чирленине Германире, Польшăра, Словакире шута илнĕ. Вирус Исландире, Сауд Аравийĕнче, Иорданире кайăк-кĕшĕк йышне палăрмаллах чакарнă. Нигери, Африка çĕршывĕсенче те чир вучахĕсем пулнă. Вирусăн тепĕр штамĕ — H5N1 — Раççейре те хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Чире сарăлма пулăшакансем — тискер кайăксем.

2016-2018 çулсенче кайăк грипĕ пирĕн çĕршывра 6 млн ытла кайăка пĕтернĕ. Темиçе фабрика хупăннă. Вирус алхаснин тĕп сăлтавĕ — кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен предприятисенче сыхлăх, ветеринари-санитари йĕркисене пăхăнманни. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Надежда ВАСИЛЬЕВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.