Комментари хушас

2 Ака, 2020

Сĕт хакĕ пĕлтĕрхинчен пысăкрах

Паян ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе «çавра сĕтел» ирттерчĕ.

Ĕçлĕ калаçу хушма хуçалăхсенчен туянакан сĕт хакĕнчен пуçланчĕ. Хальхи вăхăтра республикăра 222,7 пин хушма хуçалăх. Çав шутра 22,6 пин хуçалăхра сĕт туса илсе сутаççĕ. Республикăри мĕн пур категорири хуçалăхсенче талăкра 430 тонна сĕт туса илеççĕ. Чĕр тавар ытти региона та саланать. Хальхи вăхăтра усламçăсем хушма хуçалăхсенчен 1 л сĕте вăтамран 18,3 тенкĕпе илеççĕ. Ку иртнĕ çулхинчен 1 тенкĕ пысăкрах. Чĕр тавара тирпейлекен предприятисем сивĕтнĕ сĕте 23,22 тенкĕпе (1л) хаклаççĕ.

Министр хушма хуçалăхсенче те сĕт пахалăхĕ ӳссе пынине палăртрĕ. Чĕр тавара шыв е ытти хутăш хушакансем сахал. Çавна май хак та хăпарать. Пахалăха, тухăçлăха хăпартма выльăх рационне пуянлатма, ăратлăха лайăхлатма сĕнчĕ вăл.

— Ĕнене ячĕшĕн кăна усрамалла мар, тупăш илмелле, — терĕ министр.

«Çавра сĕтел» хушшине пуçтарăннисем çурхи ака-сухана та сӳтсе яврĕç. Министр каланă тăрăх, кăçал республикăра аграрисем 3 эрне маларах çурхи ĕçсене тытăннă. Халĕ кĕрхисене минерал удобренийĕпе апатлантараççĕ. Тăпрара нӳрĕклĕх çителĕксĕрри те сисĕнет.

Тĕнчере, çĕршывра коронавирус алхаснине пăхмасăр çĕр ĕçченĕсем ака-сухана вăхăтра ирттересшĕн. Паллах, çав хушăрах усал муртан сыхланас пирки те манмĕç.

www.hypar.ru Лариса ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: