Комментари хушас

3 Ака, 2020

Улшăнусем кирлех

Çĕршывăн Тĕп саккунĕ — Конституци — пирки çынсен шухăшĕпе малалла паллаштаратпăр.

Надежда СКВОРЦОВА, аптека сечĕн заведующийĕ:

— Конституцие кĕртме палăртнă улшăнусен хушшинче медицинăпа, сывлăх сыхлавĕпе çыхăннисене, хам та çак енĕпе ĕçленине пула, ытларах курас килет. Епле пулсан та сывлăхран хакли нимĕн те çук. Ăна ачаран, çамрăкран упрамаллине пурте пĕлетпĕр-ха. Анчах та пурнăçра темĕн те пулса иртет, пур инкекрен сыхланма та çук. Тĕрлĕ лару-тăрăва çын тĕрлĕрен чăтса ирттерет, кун пек чухне сывлăх хавшасси те часах. Çавăнпа та медицина пулăшăвĕпе пурте тивĕçлĕ шайра усă курассине йĕркелесен пит аванччĕ. Хамăр та атте-анне кăна мар, асанне-асатте ятне те илтрĕмĕр. Çемьепе, ачалăхпа çыхăннă улшăнусене хапăлах пулĕç çынсем тесе шухăшлатăп.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.