Комментари хушас

9 Ака, 2020

Ашшӗ — Данилăшăн тӗслӗх

Ашшĕ-амăшне тĕслĕх вырăнне хурса çитĕнекен ачан тĕллевĕ пурнăçланассинче иккĕленместĕп. Пурнăç парнеленĕ çынсем пире усаллине нихăçан та сунас çук. Çакна Шупашкарти 24-мĕш шкулта 10-мĕш класра вĕренекен Данила Вечеркин та çирĕплетрĕ.

7-мӗш класра – академине

— Пиччепе — Никитăпа эпир йĕкĕреш — пĕчĕкренех атте пек пушар хуралĕн ĕçченĕ пулма ĕмĕтленеттĕмĕр. Вăл пире спорта юратма хăнăхтарса ӳстерчĕ. Атте пушар чаçĕн караул начальникĕн пулăшуçи пулнă май манăн та унăнни пек тум тăхăнас килетчĕ. 7-мĕш класра Никитăпа иксĕмĕре Ача-пăча полици академине вĕренме кĕме сĕнчĕç. Çапла тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухса сукмак такăрлатма тытăнтăмăр. Хамăр класран малтанах 6-ăн кайрăмăр, анчах виçĕ çула пурте чăтаймарĕç. Унта пирĕн çывăх юлташ Настя Сигова та вĕренетчĕ. Вăл пирĕнтен аслăрах пулни тата хавхалантарса пычĕ, — аса илчĕ Данила.

Ĕçе юратсан хăвăрт парăнать

Академире вĕренекенсемпе çулсерен Атăл леш енче хирти çар сборĕсем ирттереççĕ. Унта хĕрсемпе каччăсем ăсталăхне туптанă, кăмăлĕсене çирĕплетнĕ, кĕлеткисене пиçĕхтернĕ хыççăн хура беретшăн, полици академийĕнче вĕренекенĕн жетонĕшĕн ăмăртаççĕ. Данила Вечеркин 2019 çулта çулла çак сборта чи çирĕппи, чи маттурри пулчĕ. Вăл пĕтĕм тĕрĕслев витĕр тухса пур йывăрлăха та парăнтарчĕ, чи сумлă чыса — жетона — тивĕçрĕ.

— 8-мĕш класс хыççăнхи сборта жетон илейменшĕн хама вăрçрăм, ытларах тăрăшма тĕллев лартрăм. Килте те тренировка валли вăхăт уйăртăм. Академире ал вĕççĕн кĕрешес ăсталăха Алексей Петров полковник хăнăхтарчĕ. Сергей Чехов полковник та çирĕп ыйтатчĕ, вăл шӳтлеме юратни ăсталăха хăвăртрах алла илме пулăшатчĕ. Пăшала салатса пуçтарасси, унран пересси — çак ĕçе килĕштерсен пĕтĕмпех хăвăрт парăнать. Иртнĕ çуллахи сборта хамăн вăя шантăм. Чи юлашки тĕрĕслевре те ураран ӳкмерĕм — тинех тĕллев патне çитрĕм — жетонпа чысларĕç, — мăнаçланса каласа кăтартрĕ каччă. Малалла вулас...

www.hypar.ru 

Елена ЛУКИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.