Комментари хушас

10 Ака, 2020

Ĕçме-çиме çителĕклĕ

Вице-премьер, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, АПКри лару-тăрупа паллаштарчĕ. Ял хуçалăхĕ изоляцие пула тулли йышпа ĕçлеймест.

Эрнекун тĕлне республикăри 16 районти хуçалăхсем акана тухнă, 5 пин гектар çинче çурхи культурăсене акма ĕлкĕрнĕ. Акмалли-лартмалли пĕтĕм лаптăк вара 305 пин гектарпа танлашать. Чăрмавсем пулмалла мар. Патшалăх енчен кăçал яла, ял хуçалăхне пулăшса уйăрма палăртнă укçа виçи — 3,3 миллиард тенкĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 350 миллион тенкĕ уйăрма ĕлкĕрнĕ. Предприятисем кăçал 1 миллиард тенкĕ кредит илнĕ. Банксен кивçенĕ тĕлĕшпе лимит çителĕклĕ, укçа енчен пысăк йывăрлăхсем тухса тăмалла мар.

Министр шучĕпе, республикăна апат-çимĕçпе тивĕçтересси йĕркеллĕ пырать. Пуш уйăхĕнче уйрăм таварсем хакланни палăрнă, анчах хăш-пĕр хак чакнине те шута илнĕ. Купăста, калăпăр, пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен икĕ хут йӳнĕрех. Çĕр улми — иртнĕ çулхи шайрах. Ака уйăхĕнче хăяр, помидор йӳнелнĕ. Сĕте илес тĕк — унăн пысăк пайĕ хушма хуçалăхсен тӳпи, республикăра куллен 430 тонна сĕт пухаççĕ, унăн пысăк пайĕ Чăваш Ен тулашне каять.

Сергей Геннадьевич паянхи лару-тăру АПКри çĕнĕ объектсен строительствине такăнтарас хăрушлăх пуррине пытармарĕ. Унашкаллисем — 5,3 млрд тенкĕлĕх 112 проект. Çавна май Олег Николаев ку ĕçе çирĕп сăнаса тăма хушрĕ, асăннă проектсем çĕнĕ фермăсем, ытти объект строительствипе çыхăннă — пысăк пĕлтерĕшлĕскерсем. ВТБ банк уйрăмĕн ертӳçи Константин Киргизов вара ял хуçалăхне пырса çапма пултаракан тепĕр самант пирки те сăмах пуçарчĕ. Нумайăшĕ ĕçлеменнине пула рынок хĕсĕнни сисĕнет, çакă ял хуçалăх продукцине сутас, вырнаçтарас тĕлĕшпе çывăх вăхăтрах чăрмавсем кăларса тăратма пултарать.

www.hypar.ru

Рубрика: