Комментари хушас

13 Ака, 2020

Çунат ура

Илемлĕ сăмаха кăмăллакансен «Варкăш» клубĕ Чăваш наци библиотекинче виçĕ çул ĕçлет. Литературăна юратакансене клуб пайташĕсем Асамлă чăваш тĕнчине лекнĕ çынсен тĕлĕнмелле историйĕсемпе /приключенийĕсемпе/ паллаштарма шут тытрĕç. «Асамлă чăваш тĕнчи» ярăма Владимир Степановăн фэнтези калавĕ уçать. Фэнтези жанрĕ фантастикăран кăштах уйрăлса тăрать, кунта юмах тата мифологи юхăмĕсемпе анлăн усă кураççĕ, асамлăх-юмлăха чăнлăх шайĕнче кăтартаççĕ. Этнофэнтези жанрĕ харпăр халăхăн мифологине, фольклорне тĕпе хурать.

Хаклă та хисеплĕ вулаканăмăрсем! Асамлă чăваш тĕнчин тĕлĕнмелле енĕсене çырса кăтартма ытти çыравçăсене те йыхравлатпăр.

Çуралнă кунăмра Аркадий юлташăм тĕлĕнмелле япалапа савăнтарчĕ. Тусăм иккĕленÿллĕ ĕçсемпе аппаланнине пĕлеттĕм-ха эпĕ: металл шырамалли хатĕр туянчĕ те «хура чавакан» пулса тăчĕ. Халĕ акă парне тесе чăн-чăн хĕç йăтса килчĕ. Çуй-сăпрая [1 ] ăçтан чавса кăларнине каламарĕ тусăм. Пĕр киремете тĕрĕсленĕ чух ăнсăртран тупăннă иккен вăл. Чăнах та ăнсăртран, мĕншĕн тесен металл шырамалли прибор ăна курмасть. Хĕçпе пĕрле йĕнни те пулнă, иккĕшĕн те ниçта та тутăх палли çукчĕ тет. Темĕнле асамлă киреметĕн тĕлĕнмелли парни.
Хĕç мар ĕнтĕ — çутă ĕмĕт! Тĕрĕсрех каласан, çутă ĕмĕтĕн хĕç евĕрлĕ курăнакан ялтăркка сăнарĕ.
— Тимĕр касмалли «болгарка» пур-и сан? — ыйтрĕ Аркадий эпĕ «теттепе» выляса тăрансан.
— Хĕçе вакласшăн мар пулĕ те? — тĕлĕнсех кайрăм эпĕ.
— Ан хăра! Ăна нимĕн те илеймест. Сваркăпа та тĕрĕсленĕ — электричество вăйсăр.
«Болгаркăн» хăйра çаврашки нăйлатрĕ-нăйлатрĕ, хĕç çинче пĕр йĕр те, шăйрăк та курăнмарĕ. Кантăк касмалли алмазпа та чĕрме хăтлантăмăр асамлă тимĕре — витмерĕ, палли те юлмарĕ.
— Ку япалапа мĕн тумаллине пĕлместĕп. Çивчĕшĕ çук унăн, хăйрама пулмасть.
Мĕнле металран туни те паллă мар. Патшалăха парсан — допроса сĕтĕрсе чуна илĕç. Пултăр санра, — мĕн нушаран çак артефакта мана тыттарнине пытарса тăмарĕ Аркадий.
Хĕç вăрăмăшне кура унăн йывăрăшĕ-сулмаклăхĕ ытлашширех пек. Вăйлă çын валли тунă ăна. Питĕ меллĕскер тата, алăра хăйне хăй выляса тăрать. Çивчĕшĕ чăнах та çук, хăйраман. Пичĕ çинче руна паллисем: икĕ уйăх, варринче — хĕвел. Кам ăсталанă çак çуй-кăрала [2 ], эрешсемпе мĕнле илемлетме пултарнă ăна? Кунашкал артефакт тĕнчере пурри пуçа вырнаçмасть. Çирĕплĕхĕпе темĕнле хурçăран та ирттерет, ун çине йĕр хăварма пултаракан инструмент тупаймарăм эпĕ. Çулăм та хĕртеймест ăна. Асамлă çуй-сăпрайăн чури пулса тăтăм тесен те йăнăш мар.
Пушă вăхăтра ялан унпа çапма-касма вĕренетĕп, хăнăхатăп. Интернетран хĕç çапăçăвĕн урокĕсене уçласа илтĕм. Çак тимĕр татки вăхăт-вăхăт чунлă-тăнлă япала пекех туйăнать, çавăнпа ят та патăм ăна: чи чаплă хурçă чĕреллĕ тусăма хисеплесе те юратса Вут-хĕç тесе чĕнетĕп. Куçа тутăр çыхса ним курмасăр та сулкалашма вĕрентĕм унпа.
Йăлт аптрамаллаччĕ ку çуй-кăралпа. Сивĕ хĕç-пăшал тесе регистрацилеме çукчĕ ăна. Вăл ман пата мĕнле лекнине шалти органсен ĕçченĕсен пĕлме кирлех марччĕ. Ăçта та пулин /тăтăшрах — çын çÿремен вăрмана/ илсе каяс тесен хĕçе темĕн пысăкăш сумкăна чиксе тĕрлĕ ăпăр-тапăр тултарса тухмаллаччĕ.
Çапăçу меслечĕсене вĕреннĕ-хăнăхнă чух кирлĕ пек хускалма алла тата пĕве вут-хĕç хăй ертсе пынине туйса-курса тăратăп! Унăн йывăрăшне халĕ сисместĕп те ĕнтĕ. Çивчĕшĕ çук пулин те сулса çапсан сÿре шăлне ним те мар татать вăл — темиçе те тĕрĕсленĕ. Рельс татăкне те касса пăхрăм, çуррине яхăн çĕмĕрсе кĕчĕ те — рельс шарт! çеç çурмалла катăлчĕ. Хĕçе пула мышцăсем çеç мар, шăмăсем те çирĕпленчĕç: кĕреш юмана чутласа касрăм унпа, хурçă пек шăм-шак пулмасан кĕлетке çак эксперимента чăтаймастчĕ. Виçĕ çул çуй-сăпрай тыткăнĕнче пурăнтăм. Юлашкинчен пуçĕпех ухмаха тухса кайиччен тата ку япалапа ĕç тухмасть тесе ăна яла кайса вăрманта пытарас терĕм.
Аркадий те ырларĕ ку шухăша. Çакнашкал тĕлĕнмелле хĕç манра пуррине камсемтакамсем ăçтан та пулин пĕлес-тăвас пулсан нимĕн лайăххине те кĕтме çук. Ăна туртса илес текенсем лавĕпех тупăнĕç. Çухалмалла çак артефактăн пирĕн тĕнчерен, кунта килме вăхăчĕ çитмен-ха унăн.
Ялти тăвансем патĕнче нумай калаçса лармарăм, часрах хĕçе пытарас. Çатăрка хут, полиэтилен, солидол чикнĕ кутамккана çурăм хыçне çакрăм. Чуна кăшлакан-пусакан хурлăхлă миссие пурнăçлама мăнаçлă юмансем ÿсекен вăрмана кайма шут тытрăм. Ялтан тухса сăрта хăпарнă чух хĕçе йĕннинчен туртса кăлартăм, пичĕ хĕвел çинче мĕнлерех йăлтăртатать-ха тесе çÿлелле çĕклерĕм. Куç улталама пуçларĕ-ши тесе шанк хытса тăтăм. Акă ман алăри хĕç çиçсе тăрать, акă унпа юнашар — тепĕр ялтăркка. Куç умĕнче пуçа вырнаçман япала! Шалти çутипе хĕмленсе сывлăшра темĕнле тĕлĕнтермĕш ише парать. Пуçра нимĕнле шухăш та, чунра пĕр туйăм та юлмарĕ, ăс-тăн çут тĕнчерен шăнкăлт çеç тухса ÿкрĕ. Алă хăйне хăй хĕçе йĕннине чикрĕ те — ялтăркка тĕлĕнтермĕш таçта çухалчĕ. Пуç ĕçлесе кайрĕ. Çуй-кăрала каялла туртса кăлартăм. Тархасшăн кăна: темĕскер ялтăркки-çиçтеркки каллех куçа курăнать! Вăл кунта чăнах та пуррине, сывлăшра вĕçнине Вут-хĕç кăтартать, курăнманнине куç умне кăларать! Малалла вулас...

www.hypar.ru

Владимир СТЕПАНОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.