Комментари хушас

15 Ака, 2020

Урама ан тух, чăваш, пасара ан кай…

Коронавирус инфекцийĕ тĕнчипех сарăлнăран халĕ пурне те килте ларма хушаççĕ. Хула çыннисем вăхăта хваттерсенче ирттереççĕ пулсан, ял çынни пÿртре кăна ларма пултараймастех: выльăх-чĕрлĕхе пăхмалла, пахча ĕçĕсем те пуçланаççĕ. Ку ыйтупа кăсăкланса тĕрлĕ тăрăхри çынсемпе çыхăнтăмăр.

Татьяна БОРИСОВА, хаçат тусĕ, Красноармейски салинче пурăнакан:

Коронавирус тесе ял çынни çывăрса выртмасть, ирех тăрать. Выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп тĕнчере чир-чĕр сарăлнине пĕлмест, апат ыйтать. Паллах, килте лармалли йĕркене пăхăнатпăр. Кÿршĕ-аршăпа та тепĕр чухне кантăк витĕр çеç сывлăх сунатпăр. Унта-кунта тухнă чухне маска тăхăнатпăр. Манăн пушă вăхăт çукпа пĕрех: алса-чăлха çыхатăп, йăлăхсан çĕвĕ машини умне ларатăп. Халĕ пурте килте чухне апат-çимĕç те пĕçермелле. Пĕтĕмлетсе каласан, пĕр ĕç йăлăхтарсан алла тепĕр ĕç тытатăп. Пултарулăха аталантарма та вăхăт пур. Эпĕ ÿкерме кăмăллатăп. Çавна май киçтĕк тытма та вăхăт тупăнчĕ. Çур çĕрте ыйхăран вăрансан та ÿкерме пултаратăп. Мăнуксене уроксем тума та пулăшас килет. Акă пĕрле Мăнкун çăмарти ÿкертĕмĕр. Сывлăха çирĕплетме хусканусем тăватпăр, кашни эрнере мунча хутса кĕретпĕр. Часах пахча ĕçĕсем те пуçланĕç. Коронавирус тесе пахча çимĕçсĕр юлаймăн. Пур ĕçе те вăхăтра тумалла. «Çуркуннехи ыйхă — кĕркуннехи хуйхă», — тенĕ ваттисем. Ку питĕ тĕрĕс сăмах.

Станислав МИХАЙЛОВ-ЮХТАР, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ:

Юр, çумăр çунă вăхăтра алла киçтĕк тытатăп. Ăшă çанталăкра пахчана тухатăп. Çак кунсенче клевер акасшăн. Коронавирус сарăласран йĕркене ялта та çирĕп пăхăнатпăр, питех тухса çÿреместпĕр. Кил-тĕрĕшре ĕçлетпĕр. Хамăра йăпанмалăх пирĕн кроликсем пур. Вĕсене пăхатăп. Чуна савăнтарма ÿкеретĕп. Паян çĕрĕпех ĕçлерĕм. Халĕ «Пурнăç ярăмĕ» тема патне каялла таврăнатăп. Маларах ÿкернĕ ÿкерчĕксене çынсене парса пĕтернĕ, хам валли юлман. Çавăнпа та хама çывăх темăна малалла тăсасшăн. Кун валли вăхăт та пур халĕ. Унсăр пуçне эпĕ — Çĕрпÿ районĕнчи Çырмапуç ял тăрăхĕн депутачĕ. Çавăн пекех вырăнти шкулта ачасене рисовани предметне вĕрентетĕп. Раиса ГОРШКОВА, Елчĕк районĕнчи Курнавăшри ял вулавăшĕн ертÿçи: — Коронавируса пула вăхăтлăха отпускра эпĕ. Чăн та, телевизор, радио сахалрах куратăп, итлетĕп. Пахчара, выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçленĕрен шухăш сирĕлет ял çыннин. Вăл халĕ ĕçпе пурăнать. Севок сухан, кишĕр, сухан вăрлăхĕ акнă эпир. Теплицăсенче ĕçлетпĕр. Эпĕ чечек ÿстерме юрататăп . Вĕсемпе ĕçленĕ май кун иртнине те сисместĕп. Чир-чĕртен ял çынни те сыхланать. Урамра никам та çук. Лавккана маскăпа çеç мар, перчеткепе çÿрекенсем те пур. Хуçалăх супăнĕ лайăх сутăнать. Апла пулсан ял çынни те йĕркене пăхăнать.

Светлана НИКИТИНА, Вăрнар районĕнчи Аçăмçырма шкулĕн вĕрентекенĕ:

Ачасене дистанци мелĕпе вĕрентнĕрен вăхăт иртни те сисĕнмест. Тепĕр чухне каçхине те ĕçлеме тивет, мĕншĕн тесен вĕренекенсем ĕçĕсене тĕрлĕ вăхăтра ярса параççĕ. Коронавирус ял çыннине те пăшăрхантарать. Çавна май питех тухса çÿреместпĕр. Кÿршĕ-аршăпа та пахчара çеç курнăçатпăр. Ĕнер акă кишĕр акрăм. Пахча ĕçĕпе йăпанатпăр, выльăх-чĕрлĕх пăхатпăр. Телевизор умĕнче ларма вăхăт çукрах. Çапах та тĕнчери, çĕршыври, республикăри хыпар-хăнарпа кăсăклансах тăратпăр.
Калаçăва Типшĕм Сашукăн юрă сăмахĕсемпе вĕçлени пĕлтерĕшлĕ пулĕ тетĕп:
Урама ан тух, чăваш,
Пасара ан кай.
Шанчăксăр çынсем унта
Халь шутсăр нумай.

www.hypar.ru

Валентина МАКСИМОВА ыйтса пĕлнĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.