Комментари хушас

17 Ака, 2020

Регионсем федераци центрĕпе çыхăнса ĕçлеççĕ

«Журналистика тата медиа практики: Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен тата федераци центрĕн хушшинчи коммуникацисем» — шăпах çак ятпа паян РФ Президенчĕ çумĕнчи Раççей Халăх хуçалăхĕн тата патшалăх службин академийĕн /РАНХиГС/ никĕсĕ çинче видеоконференцçыхăну мелĕпе Пĕтĕм тĕнчери VIII конференци иртрĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев та хутшăнчĕ.

Пĕрремĕш блока Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă. Çавна май РФ субъекчĕсем федераци центрĕпе мĕнле çыхăнса ĕçленине Чăваш Енĕн опытне тĕпе хурса тишкерчĕç. Олег Николаев РАНХиГСа асăннă конференцие йĕркеленĕшĕн тав турĕ. Федераци центрĕпе унăн субъекчĕсен хушшинчи икĕ енлĕ коммуникацисен пахалăхĕ çĕршыв, регионсен аталанăвĕн тĕллевĕсемпе тачă çыхăннине палăртрĕ. Çакнашкал çыхăнусем пурри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн чи çивĕч ыйтăвĕсене татса пама пулăшнине каларĕ. «Регионсен тата федераци центрĕн пĕрле çыхăнса ĕçлемелли енсем нумай, вĕсем пурте пĕлтерĕшлĕ», — терĕ регион ертÿçи.

Олег Николаев çĕршыв Президенчĕн пуçарăвĕпе пурнăçланакан наци проекчĕсене регионсен аталанăвĕн шайлашусăрлăхне пĕтерессипе çыхăннă мерăсем тесе пĕлтерчĕ. Вăл Чăваш Ен 11 наци проектне хутшăннине, регион шайĕнче 51 проект пурнăçа кĕнине каларĕ. Вĕсенчен кашнинех финанс ресурсĕсемпе тивĕçтернĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан республикăра «Управленецсен команди», «Çамрăк лидерсен команди» конкурссем пуçланнине аса илтерчĕ. Палăртса хăвармалла: çак конкурссене ирттересси пирки Олег Николаев кăçал нарăс уйăхĕ 10-мĕшĕнче алă пуснă. Ун хыççăн цифра платформине хатĕрленĕ, ку енĕпе РАНХиГСăн Шупашкарти филиалĕпе тачă çыхăнса ĕçленĕ. Çакă та — центрпа регионсен ăнăçлă коммуникацийĕн тĕслĕхĕ.

Олег Николаев Чăваш Республики РАНХиГСпа малашне те кирлĕ специалистсене вĕрентсе хатĕрлес енĕпе çыхăнса ĕçлессе шаннине каларĕ.

Тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.