Комментари хушас

24 Ака, 2020

Раиса САРПИ: Виçĕ çеккунтра çăмăл машинăллă пултăм

Илемлĕ те таса калаçать вăл. Ăна итленĕçемĕн итлес килет. Унăн чун пуянлăхĕнчен тĕлĕнетĕн. Кăмăлне çирĕплетсе ÿснĕскер пурнăçри йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхнă. Ахальтен мар сăввисем хурçă пек шăранаççĕ, кирлĕ чухне çепĕçлĕхпе чуна лăпкаççĕ. Чăваш литературин ĕмĕрлĕх пуянлăхĕ вăл пирĕн — Раиса Сарпи.

Раиса Васильевна, чунăрта чăвашлăх тапса тăрать, талантăр вĕçĕ-хĕррисĕр…

— Чăваш Енре çуралса ÿснĕ çын эпĕ, чăваш халăхĕн патриочĕ. Анне — вырăс, атте чăваш пулнă, анчах манăн тăван кĕтес — Чăваш çĕршывĕ. Пĕрремĕш сăвва та эпĕ чăвашла хайланă. Тăван халăхсăр ниçта та хама телейлĕ, хаваслă, пултаруллă туйса курман. Пурнăçăмра çавăн пек самантсем пулнă — Польшăра, Америкăра, Италире, Азербайджанра тата ытти чылай çĕршывра пурăнма пултарнă эпĕ. Çамрăк чухне аякри çĕрсем илемлĕ пек туйăнатчĕç. Качча илес, ют çĕршыва илсе каяс текен теçеткерен ытлаччĕ. Анчах пĕрремĕш юрату Чăваш çĕрĕ çинче чăваш ачи урлă çуралчĕ. Çавăнпа тăван тăрăха хисеплесе, юратса пурăнатăп та. Малалла вулас...

www.hypar.ru 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.