Комментари хушас

25 Ака, 2020

Анализсене хӑвӑртрах тума ыйтнӑ

Ӗнер ЧР Правительство ҫуртĕнче ЧР Пуҫлӑхĕн тивĕҫĕсене пурнӑҫлакан Олег Николаев коронавирус инфекцине чарса лартас енĕпе ĕҫлекен оперативлӑ штабӑн ларӑвне ирттерчĕ.

Унта ЧР сывлӑх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тӑрӑх, коронавирус инфекциллĕ пациентсене йышӑнма медучрежденисенче 609 койка хатĕрленĕ. Чирлисем валли вырӑн ҫителĕклĕ пулмалла.

ЧР Пуҫлӑхĕн тивĕҫĕсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев коронавирус инфекцийĕ пуррипе ҫуккине палӑртакан анализсене васкавлӑрах тума ыйтнӑ. Вара больницӑсенче койкӑсем пушанĕҫ.

Тĕплĕнрех -"Хыпар" хаҫатӑн черетлĕ кӑларӑмĕнче.

www.hypar.ru cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: