Комментари хушас

28 Ака, 2020

Воспитательсем тупăшаççĕ

Чăваш Енре «Çулталăк воспитателĕ» конкурс малалла пырать. Кăçал финал пуçласа онлайн мелпе иртет.

Конкурс виçĕ тапхăрпа иртнĕ. Финала вара 27 çынран 5-шĕ çеç лекнĕ. Ача садĕнче ĕçлекенсем «Интернет-портфолио», «Манăн ăнăçлă проект» тупăшусене хутшăннă, ăсталăх класĕ ирттернĕ, ачасемпе мĕнле ĕçленине видео урлă кăтартнă.

Финала Шупашкарти 106-мĕш садикре ĕçлекен Марина Васильева, Çĕнĕ Шупашкарти 25-мĕш садикри логопед учитель Наталия Васильева, Вăрмар районĕнчи «Зоренька» ача сачĕн воспитателĕ Екатерина Николаева, Канаш хулинчи 2-мĕш садикре тăрăшакан Елена Николаева, Шупашкар районĕнчи Кÿкеçри «Пурнеске» ача сачĕн ĕçченĕ Надежда Степанова лекнĕ. Паян вĕсем «Ток-шоу, профессионал калаçу» конкурсра вăйне тĕрĕслĕç. Вăл та онлайн мелпе иртĕ.

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА. Сap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: