Комментари хушас

6 Çу, 2020

Пандеми яваплăх туйăмне тĕрĕслет

Çĕнтерÿ кунĕччен шутлă кунсем юлчĕç, çавна май ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев кĕске ĕç эрнин пуçламăшĕнчи планеркăна уяв теминчен пуçларĕ. Шел те, Çĕнтерÿ юбилейне ку хутĕнче яланхи йăлапа мар, урăхларах паллă тума тивет.

Сăлтавĕ — коронавирус. Çивĕчлĕх сирĕлмен пулин те Олег Николаев лару-тăрушăн тăнăçлăх кăтартуллине палăртрĕ. Вирус ернине тупса палăртнисем нумаййи çав çынсем пурте чирлине пĕлтермест, чылайăшĕ чире çăмăллăн тÿссе ирттерет. Сывалнисен шучĕ ÿссех пыни савăнтарать. Çав вăхăтрăх изоляцире пулмалли çынсем йĕркене пăснипе çырлахма юрамасть — унашкал тĕслĕх, Олег Алекссеевич палăртнă тăрăх, чылай. Çавăнпа та вăл яваплăха туйман, ыттисене те чир ертес хăрушлăх кăларса тăратакан çынсем тĕлĕшпе çирĕп мерăсем йышăнма чĕнсе каларĕ.

Çĕнтерÿ кунĕнчен пуçланнă планерка уяв темипех вĕçленчĕ. Атăлçи округĕнче «Çĕнтерÿ кунĕ» юрра наци чĕлхисемпе юрламалли телемарафон пуçланни çинчен эпир пĕлтернĕччĕ. Темиçе регион эфира тухма та ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ. Юрра чăвашла та куçарнă. «Паян эстафетăна шăпах Чăваш Ен йышăнать», - тесе Олег Николаев «Çĕнтерÿ кунĕн» чăвашла клипне пăхса хаклама сĕнчĕ. Юрра министрсем ура çине тăрса итлерĕç, алă çупса йышăнчĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.