Комментари хушас

26 Утă, 2014

«Атăлта» гольфсменсем вăй виçнĕ

Шупашкарта чылай çул «Атăл» гольф клубĕ ĕçлет. Унăн хастарĕсем гольф вăййине аталантарассипе тăрăшаççĕ. Çак кунсенче унта мини-гольф енĕпе çĕр-шыв кубокĕн виççĕмĕш тапхăрĕ иртнĕ.

Турнирта Мускав, Санкт-Петербург, Чул хула, Самар, Тольятти тата Шупашкар гольфсменĕсем вăй виçнĕ. Икĕ кунхи тупăшусен пĕтĕмлетĕвĕпе чи сумлă парнене Мускав облаçĕнчен килнĕ çамрăк хĕр Мария Жидкова тата Самарти Тимур Рамазанов тивĕçнĕ. Пирĕн ентешсенчен ăмăртура икĕ спортсмен палăрнă. Шупашкар гольфсменĕ Николай Семенов арçынсен ушкăнĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă, 2012 çулхи кубокăн призерĕн Любовь Зубайкинăн ку хутĕнче - бронза медаль.

Раççей кубокне тăватă тапхăрпа йĕркелеççĕ, финалти тупăшусем Чул хулара иртĕç. Унта çĕр-шыври чи вăйлă 36 гольфсмен хутшăнĕ.

А.МИХАЙЛОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.