Комментари хушас

26 Утă, 2014

Владимир Путин Президент Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă

Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Мускавра Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă. Республика Пуçлăхĕ Президента Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвĕ пирки информаци панă. Уйрăммăн илсен регионра ача сачĕсен черечĕсене пĕтермешкĕн йышăнакан мерăсене, регионăн çамрăк çемьесене пулăшмалли программисене сÿтсе явнă.

Асăннă тĕл пулу хăш-пĕр политик, информаци хатĕрĕсем Михаил Игнатьев должноçран вăхăт çитмесĕрех каять тенисем чăнлăхпа килĕшсе тăманнине яр уççăнах çирĕплетет. В.Путин хăйне мĕнле тытни, тÿлек калаçни Михаил Васильевичăн ĕç-хĕлне ырланине, ăна шаннине пĕлтерет. Республика Пуçлăхĕ лару-тăрăва илемлетсе кăтартмарĕ, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕр ÿстермесĕр, тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пĕтĕмлетрĕ.

В.ПУТИН: Михаил Васильевич, мĕнпе савăнтаратăр, республикăра ĕçсем мĕнле?

М.ИГНАТЬЕВ: Хисеплĕ Владимир Владимирович, республикăра обществăпа политика лару-тăрăвĕ тăнăçлă, 128 наци тата 8 этника ушкăнĕн представителĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, хăйсен йăли-йĕркине, пурнăç йĕркине, культурине сыхласа хăварса пурăнаççĕ - çакă Раççейĕн нумай енлĕ тата сайра тĕл пулакан культурин уйрăлми пайĕ пулса тăрать.

Республикăра пурăнакансен социаллă хăй туйăмлăхĕ лайăхланса пырать. Эпĕ мĕншĕн çапла калатăп-ха. Мĕншĕн тесен юлашки 20 çулта пуçласа, 2012 çултан тытăнса, демографи лару-тăрăвĕ ырă еннелле улшăнчĕ. Иртнĕ çула илес тĕк 2013 çулта халăх йышĕ хăй тĕллĕн ÿсесси 1027 çынпа танлашрĕ, çак туртăм паянхи кун та сыхланса юлать. Нумай ачаллă çемьесенчи пепкесен шучĕ юлашки икĕ çулта 11 процент ÿсрĕ, урăхла каласан çемьесенче виççĕмĕш, тăваттăмĕш ачасем çуралаççĕ.

В.ПУТИН: Сирĕн çакна пула социаллă ыйтусем, ача сачĕсенче вырăнпа тивĕçтерессипе тата ыттипе çыхăннисем, тухса тăраççĕ ахăртнех? Ку ыйтусене мĕнле татса паратăр?

М.ИГНАТЬЕВ: Сирĕн указсенче тата хамăрăн йышăнусенче палăртнă хавхалантару хушма мерисене, паллах, пурнăçа кĕртетпĕр. Ача сачĕсен строительствипе нумай ĕçлерĕмĕр, черетсем çинчен, 3 çултан аслăрах ачасен - хальхи самантри черет çеç* пирĕн тĕллев - 2015 çулта 1,5 çулти ачасен черет ыйтăвне татса парасси. Пĕтĕмпе 13600 вырăн йĕркеленĕ, хамăр çирĕплетнĕ çул-йĕр карттипе пирĕн хальхи йышши çĕнĕ ача сачĕсенче тепĕр 6700 вырăн тумалла.

В.ПУТИН: Михаил Васильевич, сирĕн регионăн çамрăк çемьесене пулăшмалли, çав шутрах çурт-йĕрпе тивĕçтермелли, программăсем пур-и?

М.ИГНАТЬЕВ: Пĕтĕмпе патшалăхăн 15 программине çирĕплетнĕ, çав шутрах çамрăк çемьесене пулăшмалли мерăсем тăрăх та. Эпир ипотека кредичĕсем енĕпе хушма мерăсем йышăнтăмăр, учительсем, сывлăх сыхлавĕн сферин ĕçченĕсем валли регион бюджечĕ шучĕпе тата тепĕр 4 процента субсидилетпĕр, çапла майпа коммерци банкĕсенче кредит илнĕ чухне кредит ресурсĕсен хакне чакаратпăр. Яланхи потребитель рынокĕнчипе танлаштарсан икĕ хута яхăн йÿнĕрех пулать.

Эсир питĕ лайăх ăнланатăр тата пирĕн ума тĕллев - çамрăк çемьесем ресурссемпе усă курма пултарччăр тесе - лартатăр. Яллă вырăнсенче ялăн социаллă программи тăрăх, ку тĕслĕхре "Ял территорийĕн çирĕп аталанăвĕ" программи тăрăх, 35 çула çитичченхи ÿсĕмри мар граждансем те тавăрса памалла мар тÿлевсене тивĕçеççĕ. Эсир пирĕн ялсенче пулса курнă, ялсем аталанаççĕ, вĕсемпе пĕрлех - пĕчĕк тата вăтам бизнес, ял хуçалăхĕ.

Ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерес йывăрлăх тăрса юлать. Ку ыйтусене регионăн тата муниципалитет влаç органĕсенче общественноç пулăшнипе тапхăрăн-тапхăрăн, утăм хыççăн утăм туса татса парăпăр.

В.ПУТИН: Эсир экономикăри лару-тăрăва пĕтĕмĕшле мĕнле хаклатăр?

М.ИГНАТЬЕВ: Экономикăн чăн секторĕ пирки çакна калама пултаратăп, паянхи кун тĕлне çур çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх пирĕн ырă динамика сыхланса юлать. Çак туртăм, экономикăн чăн секторĕн аталанăвне тĕпе хурса, çулталăк кăтартăвĕсемпе те сыхланса юлас шанăç пур. Ултă уйăх кăтартăвĕсемпе промышленноç производствин индексĕ 104,7 процентпа танлашнă, çулталăкпа 104 процент пулать.

Ял хуçалăхне илес тĕк çанталăк условийĕсене пула пирĕн чăрмавсем пулчĕç, çавăнпа 100 процента çитеймерĕмĕр. Кăçал ырă динамика сыхланса юлать, çулталăкра 105 процент патнелле тухăпăр.

Строительство комплексĕнче - 112 процент, пурăнмалли çурт-йĕр хута ярасси те ÿсет - 103-104 процент. Пĕр çын пуçне 0,7 тăваткал метр тăватпăр, хулара та, яллă вырăнсенче те.

Пĕтĕмĕшле илсен пурăнмалли çурт-йĕр хăпартассин хăвăртлăхне ÿстерсе пырăпăр, мĕншĕн тесен конкуренци тумалла - унăн хакĕ вăтам класшăн та юрăхлă пултăр. Ятарлă лаптăксем пур, федераци шайĕнче йышăннă программăсем пур, эпир çак программăсенче хутшăнатпăр. Çуртсене пĕр вырăнарах комплекслăн лартмалли территорисем пур. Инфратытăм валли инвестицисем явăçтарса эпир паянхи хаксене çав шайрах сыхласа хăварма пултаратпăр.

В.ПУТИН: Аван.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.