Комментари хушас

18 Çу, 2020

Хĕрлĕ Чутай районĕнче çул юсанине министр тĕрĕслет

Çак кунсенче республикăри тĕрлĕ район-хулара çулсене юсаççĕ. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи ĕçсене Чăваш Ен транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Осипов хăй тĕрĕслесе тăрать. Вăл çак ыйтупа яваплиcемпе канашлу ирттернĕ.

Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа ирттерекен мероприятисене асăннă тăрăхра анлăн уявлама палăртнă, çавна май калăпăшлă юсав ĕçĕсене планланă.

Хальхи вăхăтра юсав ĕçĕсем Хĕрлĕ Чутайĕнчи Ленин, Завод урамĕсенче, шкул патĕнчен «Хастар» физкультурăпа сывлăх комплексĕ патне çитичченхи лаптăкра пыраççĕ. Çамрăксен урамĕнчи урапа çулне те йĕркене кĕртесшĕн. «Сăр » çул çинчен Ишеккассине участокра та юсавçăсем тăрăшаççĕ.

www.hypar.ru mintrans.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.