Комментари хушас

21 Çу, 2020

Ачана воспитани çемьере памалла

Светлана ИЛЬИНА, Шупашкарти вĕрентӳ тата ача-пăчана комплекслă пулăшу паракан центр ертӳçи:

— Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 67 статйи ачасем патшалăх политикин пысăк пĕлтерĕшлĕ приоритечĕсен йышĕнче пулнине çирĕплетет. Çапла палăртни çĕршывăмăр тăнăçлă аталанас тĕллевлине, политика тата макроэкономика тĕлĕшпе малта пымашкăн ăнтăлнине кăтартать. Çакна валли гаранти паянах никĕслемелле. Ачасене сывлăхне çирĕплетес, ăс-тăнне аталантарас, кăмăл-сипет тата ăс-хакăл культурине ӳстерес тĕлĕшпе кирлĕ условисем йĕркелемелле. Çитĕнекен ăрура патриотлăх, аслисене хисеплес туйăмсем вăй илччĕр тесе тăрăшмалла. Çакă çĕршыва мăнаçланма паракан гарантипе танлашĕ. Патшалăх çул çитменнисен тĕлĕшпе тимлĕ пулмаллине пăрăнми тивĕç пек хакласа Тĕп саккун шайĕнче палăртни савăнтарать.

Ачана çемьере воспитани парасси çинчен калани те вырăнлă. Тăлăхсене, ашшĕ-амăшĕн хӳтлĕхĕсĕр юлнă ывăл-хĕре тăнăçлă кил-йыша вырнаçтарас ыйтăва тĕрлĕ ведомствăра, влаç тĕрлĕ шайĕнче тимлĕхре тытма хистет ку. Чăваш Енре çак енĕпе лару-тăру темиçе çул — ăнăçлă. Пирĕн республика ырă тĕслĕхĕ Раççей мĕн пур регионĕнче сарăлсан аванччĕ.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.