Комментари хушас

22 Çу, 2020

Степа пичче — Раççей ăмăртăвĕнче

 

ЧР Шалти ĕçсен министерстви «Степа пичче полицейски» ача-пăча ал ĕçĕсен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта республикăри 26 ача хутшăннă. Çĕнтерÿçе онлайн сасăлавра палăртнă.

Жюри пĕр шухăшлă пулнă. Пĕрремĕш вырăна В.А.Архипов милицин генерал-майор ячĕллĕ кадет шкулĕн 3-мĕш класĕнче вĕренекен Кирилл Силкин тивĕçнĕ. Вăл фанертан, пăтасемпе тĕрлĕ тĕслĕ çиппе усă курса хатĕрленĕ ĕçĕпе тĕлĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Муркаш районĕнчи «Хĕвел» ача садне çÿрекен Богдан Воробьев ĕçĕ. Шупашкар хулинчи 41-мĕш вăтам шкулта ăс пухакан Азиза Симановăпа Шупашкарти 8-мĕш ача садне çÿрекен Софья Еремеева 3 вырăна пайланă. Азиза çул-йĕр патруль службин инспекторĕпе светофора пластилинран ăсталанă, Софья шинельне пĕркеннĕ инспектора сăнланă.

Çĕнтерÿçĕсемпе ăмăртăва хутшăннисене парнесемпе, дипломсемпе хавхалантарĕç. Чи лайăх ĕç конкурсăн Пĕтĕм Раççей шайĕнчи тапхăра хутшăнĕ.

www.hypar.ru 21.мвд.рф сăн ÿкерчĕкĕсем