Комментари хушас

25 Çу, 2020

Депутатсен те хутшăнмалла

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура вĕрентÿпе çамрăксен политикин тытăмĕн, çавăн пекех ЧР Информполитика министерстви ертсе пыракан отрасльсен 2024 çулчченхи аталану стратегийĕсене сÿтсе яврĕç. 3-7 çулсенчи ачасемшĕн тивĕçекен тÿлевсене памашкăн мĕнле хатĕрленнине тишкерчĕç.

Кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе явма пуçличчен Олег Николаев коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă лару-тăру пирки сăмах пуçарчĕ. Алла Салаева вице-премьер пĕлтернĕ тăрăх, Етĕрне районĕнче чирлекенсен шучĕ пысăк, çавна май ĕç ушкăнĕ ыран унта вырăна тухса канашлу йĕркелет. Олег Николаев Етĕрнери лару-тăрăва хăй тĕрĕслесе тăрассине каларĕ.

ЧР вице-премьерĕ — финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков РФ субъекчĕсен бюджетсен шайлашулăхне тивĕçтермешкĕн бюджетран укçа уйăрасси пирки калакан хушу тухнине пĕлтерчĕ. Канашлура республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине хатĕрлес ĕç мĕнле пыни пирки те калаçрĕç. Алла Салаева тата Михаил Ноздряков вице-премьерсем отрасльсем тăрăх канашлусем ирттерни пирки пĕлтерчĕç. Çитес икĕ эрнере çакăн пек канашлусене муниципалитетсен ертÿçисемпе йĕркелеме палăртнă: вĕсен те хăйсен территорийĕсем çитес 5 çулта мĕнле аталанасси пирки программа тумалла пулнă. «Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен интересĕсене хÿтĕлекен депутатсен те çак ĕçе хутшăнмалла. Вĕсен те аталану программине хатĕрлес ĕçре эксперт пулмалла», — терĕ Олег Николаев.

www.hypar.ru cheb-live.ru сăн ÿкерчĕкĕ.