Комментари хушас

26 Çу, 2020

«Темĕнле йывăр пулсан та никам та нăйкăшман»

«Вăрçă çулĕсем пирки калаçас та килмест. Вĕсене яланах хурланса, куççульпе аса илетĕп. Манăн тăвансем çапăçу хирĕнче выртса юлнă, 2 пичче пуç хунă», — хăйĕн чунĕ ыратнине пĕлтерчĕ Тăвай районĕнчи Тĕмер ялĕнче пурăнакан Юлия Чумышева тыл ĕçченĕ.

17-ре — окоп чавма

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне Юлия Ивановна 17 çул тултарайман- ха. Вăл Тăвай районĕнчи Вăрманхĕрри ялĕнче йышлă çемьере çуралнă, кĕçĕнни, çиччĕмĕш ача, пулнă. Хĕрача ашшĕн хÿттине туйса ÿсеймен: Яппун вăрçинчен аманса таврăннă арçын кĕçĕн ачи 2 çул тултарсан вилнĕ. Вăрçă пуçлансан Юлийăн виçĕ пиччĕшне тăшманпа çапăçма илсе кайнă.
«1941 çулхи кĕркунне пире, шкулта аслă классенче ăс пухакансене, вĕренме чарчĕç та окоп чавма илсе кайрĕç. Тенеяль тата Турикас Тушкил ялĕсем патĕнче ĕçлерĕмĕр. Шартлама сивĕ кунсем тăчĕç. Тăхăнмашкăн тумтир те çук. Аптăранă енне пиччесен шăлаварĕсене те тăхăнса кайнă. Урара — çăпата, вăл часах çĕтĕлетчĕ. Тĕпленĕ кăçатă тăхăнни те пулнă. Шăннине туяс мар тесе ĕçленĕ. Пĕрмай наçилкка йăтнă, шăннă çĕре чавнă. Çапла пĕр вĕçĕмсĕр ĕçлесе ăшăннă. Шăннă çĕре чавма, ах, йывăрччĕ. Лумсемпе ĕçлеттĕмĕр. Çапах унта эпир çеç мар, сывлăхĕ хавшакран вăрçа каяйман арçынсем те пулнă. Вĕсем пулăшнă. Хамăр пек çамрăксемпе çеç ĕç тухмасть ун пек çĕрте. Пире асăннă ялсенчи çынсем хваттере янăччĕ, çавсен килĕсенче çĕр каçаттăмăр. Вĕсем пире тепĕр чухне апат пĕçерме пулăшатчĕç. Çимелли мĕн пур пеккине эпир килтен илсе кайнăччĕ. Çав окопсене нимĕçсем хамăр пата çитес пулсан хÿтĕленме кирлĕ тесе чавтарчĕç пире. Темĕнле йывăр пулсан та никам та нăйкăшман, патшалăха усă пултăр, вăрçă хăвăртрах чарăнтăр тесе ĕçленĕ ун чухне», — окоп чавнă вăхăта куçĕ умне кăларчĕ Юлия Чумышева.

Питĕ вĕренес килнĕрен

Хĕр 1942 çулта 10 класс пĕтернĕ. «Малалла вĕренме укçа çук. Манăн питĕ учитель пулас килетчĕ. Института Сĕнтĕрвăррине куçарнăччĕ те — вĕренес тесе çав хулана кайрăм. Вĕренÿ çулĕ юпа уйăхĕнче çеç пуçланать терĕç, çавăнпа унтах институт валли вăрман касса пурăнтăмăр. Çимелли пĕтсен яла таврăнма тиврĕ. Юпа уйăхĕнче Сĕнтĕрвăррине кайма укçа пулмарĕ. Килте пĕр пус та çук. Аннем ватă, пиччен арăмĕ ачисемпе пирĕн патра пурăнать. Ачисем пĕчĕк, ĕçлекен çук. Çавăнпа Тăвайне кайса ĕçе вырнаçрăм. 1944 çулхи кĕркунне Канашра учительсене хатĕрлекен 10 уйăхлăх курссем уçăлнине пĕлтĕм. Питĕ савăнтăм: манăн çав тери вĕренес килет-çке. Асăннă курссене кайрăм. Тăрăшса вĕрентĕм. 1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче киле таврăнатпăр. Çул çинче вăрçă чарăннине пĕлтĕмĕр. Питĕ хытă савăнтăмăр. Кутамккасене йăтса хăвăртрах яла васкарăмăр. Киле çитрĕм те — анне, инкепе ачисем йĕреççĕ. Паллах, Çĕнтерÿ — калама çук пысăк савăнăç, анчах манăн икĕ пичче вăрçăра пуç хунă», — пусăм тусах тепĕр хутчен палăртрĕ ĕç ветеранĕ.
10 уйăхлăх курссене пĕтерсен вăл Тăвай районĕнчи Тĕмер ялĕнчи шкулта кĕçĕн классене икĕ çул вĕрентнĕ. Учительсем вăрçăран таврăннăран Юлия Ивановнăна аслă пионер вожатăя куçарнă, 7 çултан — шкул библиотекине. «Çак библиотекăра тивĕçлĕ канăва тухичченех, 1979 çулчченех, тăрăшрăм. Хамăн юратнă ĕçпе икĕ çул ĕçлесе курнăшăн савăнатăп. Учитель ĕçне питĕ юрататăп», — пĕлтерчĕ кăçалхи чÿк уйăхĕнче 97 çул тултараканскер.

Ÿпкинчен тăшман пульлине кăларнă

Юлия Ивановнăн мăшăрĕ Александр Чумышев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă. 18-ти каччă 1941 çулхи раштав уйăхĕнче фронта кайнă. Связист, пулемет взвочĕн командирĕ пулнă. Литвана ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă, Варшавăна çитнĕ. Гварди лейтенанчĕн званине тивĕçнĕ. Ăна Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе, «Паттăрлăхшăн», «Çарти тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн», «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă. 1944 çулта питĕ хытă аманнă, госпитальте сипленнĕ хыççăн Александр Егоровича килне янă. Малалла вулас…

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Тĕмер ял тăрăхĕн архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.