Комментари хушас

26 Çу, 2020

Сывлăх пултăр ырлăх курма

Мĕн сунам-ши, тăванăм, сана? Ырлăх пултăр, сывлăх çиттĕр!..

Çак сăмахсем юрăсенче те час-часах янăраççĕ, хăна-вĕрле пуçтарсан та, уявра-канура та пĕр-пĕрне яланах çакнашкал сăмахсемпе ыр сунса саламлаççĕ. Чăнах та, сывлăхĕ пулсан ырлăхĕ те, пуянлăхĕ те пулатех. Этем шăпах çакăншăн çĕр çинче пурăнать мар- и-ха ара? Анчах, шел те, пурте çапла шухăшламаççĕ. Сывлăхĕ те пур ĕнтĕ, вăй-халĕ те тапса тăрать. Апла пулин те ырлăх патне туртăнасси пачах çук.
Çакăн евĕрлĕ шухăшсем юлашки вăхăтра вĕçĕмсĕр пуçа килеççĕ. Ăнсăртран мар. Арçынсем ют çĕрсенче ĕçлесе çÿренине хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Малтанхи вăхăтра вăрăм укçа шыраса инçете каяççĕ тесе ÿпкелешекенсем те йышлăччĕ. Тăван тăрăха ура çине çĕклемелле чухне аякра çăмăллăх шыраççĕ текенсем те пурччĕ. Апла-и, капла-и — кам мĕнле шутлать пулĕ. Анчах та, манăн шухăшăмпа, чылай чухне арăмĕсем упăшкисене çемье ырлăхне ÿстерессишĕн килтен кăларса яраççĕ ĕнтĕ. Шел те, яланах çакă тÿрре тухмасть. Уйăхĕ-уйăхĕпе тăван килтен аякра пурăнса, çич хут тар тăкса ĕçлесе илнĕ укçана пĕр шелсĕр ĕçкĕпе юхтаракан та питĕ нумай-çке. Кун пек чухне мĕнле ырлăх пирки калаçăн? Унашкаллисене кил-çурт ишĕлни те, ача-пăча çăкăр ыйтни те канăçсăрлантармасть. Вăй питти, сывлăхлă арçынсем пурнăç çутине, телейне, ырлăхне черккере кăна курни питех те пăшăрхантарать...
Çĕр çинче вара ырлăх патне туртăнакан, анчах сывлăхсăр çын тата сахал-им? Çĕр тĕрлĕ йывăрлă-ха парăнтараççĕ вĕсем. Тем тĕрлĕ чăрмав ура хурсан та черкке тĕпĕнче ырлăх шырамаççĕ. Чăннипех те, мухтава тивĕçлĕ çынсем. Инстаграмра Ĕпхÿре пурăнакан Рустам Набиевпа паллашнăранпа чылай вăхăт иртрĕ. Апла пулин те паян кун та унран тĕлĕнме пăрахаймастăп. Унăн пĕç тĕпĕ таран икĕ ури те çук. Инвалид. Теприншĕн пулсан тахçанах пурнăç пĕтнĕ ĕнтĕ. Тутар каччи вара вилĕмпе куçа-куçăн тăрсан та хуçăлса ÿкмен, пилĕк çул каялла çĕнĕрен пурăнма вĕреннĕ. Мĕн тери пысăк чунлă, вăйлă чун-чĕреллĕ çын вăл. Чăннипех те ырлăх патне туртăнакан этем!
...Рустамăн ачалăхĕ те çăмăл килмен. Амăшне арçын ача иккĕре чухне вĕлернĕ. Ашшĕ икĕ ывăлне пăрахса урăх хĕрарăмпа çемье çавăрнă. Пĕчĕкскерсене унăн йăмăкĕ хăй хÿттине илнĕ. Хĕрарăмăн мăшăрне вара килте тата икĕ çăвар хушăнасси питĕ тарăхтарнă, çавăнпа вăл ачасене интерната ярасшăн пулнă. Анчах та Рустамăн аппăшĕ унран хăраса тăман: тăлăхсене тата хăйĕн икĕ ачине ура çине тăратма хевте çитернĕ. Рустам Инстаграмра ачалăхĕ йывăр пулни çинчен каласа кăтартать. «Шкулта техничкăра ĕçлекен аппан укçи-тенки çитсе пымастчĕ. Тепĕр чухне çăкăр илмелĕх те пулман. Килте выльăх усраса, пахча çимĕç ÿстерсе майлашăнкаласа пурăннă», — каласа кăтартать вăл Инстаграмра.
Шкул пĕтерсен Рустам института вĕренме кĕнĕ. Диплом илсен тепĕр кунах салтака тухса кайнă. Каччă Омск хулинчи Светлый поселокĕнчи 242-мĕш вĕренÿ центрне лекнĕ. 2015 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕ. 22 сехет те 40 минут. Присяга тытнă хыççăн салтаксем çывăрма выртма хатĕрленнĕ. Сасартăк çурт варринчен ишĕлсе аннă. Çак вăхăтра казармăра 337 салтак пулнă. Ишĕлчĕксен айне 42 çын лекнĕ. Вĕсенчен 24-шĕн пурнăçĕ çавăнтах татăлнă, 21-шне госпитале ăсатнă. Бетон ванчăкĕсен айĕнчен туртса кăларнă юлашки салтак Рустам Набиев пулнă. Çичĕ сехет выртнă вăл унта.
Çамрăк çын чĕрĕ юлассине никам та, çак шутра тухтăрсем те, ĕненмен. Бетон хĕстерсе хунăран çĕрме пуçланă урасем организма майĕпен вăйсăрлатса пынă. Урасене татсан салтак чĕрĕ юлас шанăç пулнă. Анчах та вăл та питĕ-питĕ пĕчĕкскер. Çĕртен пĕрре тÿрре тухма пултараканскер. Çавăнпа та тухтăрсем: «Леш тĕнчене хăйĕн урисемпех кайтăр», — тесе операци тума васкаман. Çак сăмахсене ашшĕ коридорта ывăлĕ выртакан палатăн кăшт уçă тăракан алăкĕнчен ăнсăртран илтнĕ. Калаçу мĕн пирки пынине тÿрех ăнланнăскер тек тăхтаса тăма пултарайман. Вăл хистенипе, тархасланипе, вăрçнипе, хăратнипе тин шурă халатлисем ĕçе пикеннĕ...
Вилĕм аллинчен туртса илнĕ хыççăн салтакшăн чăн-чăн тамăк пуçланнă. Икĕ урасăр... Кама кирлĕ вăл? Пурнăçа епле сыпăнтарса пырĕ? Камшăн чăрмав пулĕ? Çакăн евĕрлĕ шухăшсем ăна ир те, каç та канăç паман. Ывăлĕ инкеке лексен ашшĕ, ахăртнех, пурнăçра хăй мĕн таран пысăк йăнăш тунине ăнланса илнĕ. Çав самантран вăл уншăн пурăнма пуçланă. Амаçури амăшĕ те Рустам госпитальте выртнă вун пĕр уйăхра пĕр кун та ун патĕнчен хăпман. Тата... пулас мăшăрĕ Индира уншăн пурнăç çути, тĕллевĕ пулса тăнă. Çывăх çынсен пулăшăвĕпе, тĕревĕпе каччă пурнăç патне таврăннă, ĕмĕтсемпе çунатланса малашлăх пирки шухăшлама пуçланă. Спортпа туслашни начарланса вăйсăрланнăскере тĕрекленме пулăшнă. <…>
Госпитальте çулталăка яхăн сипленнĕ хыççăн вăл тăван ялне, Пушкăрт Республикинчи Чекмагуша, таврăннă. Пилĕк çул ытла туслă çÿренĕ Индирăпа мăшăрланнă. Çур çул каялла вара вĕсем Ĕпхĕве пурăнма куçнă. Кунта виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер туяннă. Паян Рустам Набиев — телейлĕ çемье пуçĕ, икĕ ача ашшĕ.
Икĕ урасăр тăрса юлнă пулин те, кÿмепе çÿресен те вăл пурнăç çутине çухатман. Çирĕп сывлăхлă, кĕлетке кăлтăкĕсĕр мар пулсан та юратнă çыннисене ырлăхпа тивĕçтерессишĕн тăрăшать. Питĕ манăн ăна хамăр тăрăхри арçынсене, аякри хуласенчен ĕçлесе таврăннă хыççăн урам тăрăх сулланса утаканскерсене, кăтартас килет. Алли-ури сывă, кĕлетки-çурăмĕ çирĕп, вăйĕ вĕрен туртса татмалăх хăйсен. Ĕçле тăрăшса, пурăн ачусен çитĕнĕвĕсемпе савăнса, мăшăрун юратăвĕпе хавхаланса. Çук вĕт... Эрех-сăрасăр пуçне урăххи нимĕн те кăсăклă мар. Е сывлăх пур чухне ăна хаклама пĕлместпĕр-ши? Çавăнпа та ырлăх патне туртăнасси чакать-ши? Тулли верси…

www.hypar.ru

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.