Комментари хушас

29 Утă, 2014

Тарса килнĕшĕн штрафланă, тĕрмене те хупнă...

Арсений Тарасов журналист 20 çул каялла хăйĕн программине хатĕрленĕ чух Кÿкеçре пурăнакан хисеплĕ çынпа Н.М.Марковпа паллаштарнăччĕ. Çавăнтанпа эпир пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытатпăр. Николай Маркович кăçал ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче 86 çул тултарчĕ. Вăл Етĕрне районне кĕрекен Моляк ятлă ялта çуралнă.

1941 çулта Советски салинчи ярмăрккăна кайсан, кăнтăрла иртсен, халăх пăлханма тытăнать: хĕрарăмсем макăрма пуçлаççĕ, арçынсем лавкка умне пуçтарăнаççĕ... 13 çулти Микулая Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнине пĕлтереççĕ. Уроксем хыççăн ачасем ашшĕсен вырăнĕнче колхозра ĕçлеме пуçăнаççĕ. 1943 çулта колхоз председателĕ Микулая çапла калать:

- Сирĕн çемье пысăк, эсĕ асли, виçĕ йăмăкна тăрантармалла.

Çавăнпа икĕ ĕçре ĕлкĕрме хушать: выльăхсене пăхакан тата ферма заведующийĕ. Çапла вара 7-мĕш класри ачан шкула çÿреме пăрахса 80 сурăхшăн, 20 сыснашăн,10 ĕнешĕн яваплă пулма тивет. Чăваш Республикин тĕп архивĕнчен илнĕ ĕнентерÿ хучĕ те çавнах кăтартать. Унта çапла çырнă: Н.М.Марков 1941 çулта 40 ĕç кунĕ тунă, 1942 çулта - 113, 1943 ç. - 195, 1944 ç. - 395,1945 ç. - 283. Мĕн тĕлĕнтерет? Ара, çулталăкра 365 кун çеç вĕт, шкул ачи вара 1944 çулта 395 кун ĕçленĕ. Мĕншĕн тесен пысăк çынсем те, пĕчĕк шăпăрлансем те пĕр канмалли кунсăр, час-часах икшер сменăпа вăй хунă. Вăл вăхăтра хальхи пек кунне 8-шар мар, 10-12-шер сехет ĕçленĕ. Лашасене вăрçа илсе кайнăран пĕтĕм ĕçе алă вăйĕпе тума тивнĕ. Ун чухне пĕр сотка çĕре те сухаламасăр, акмасăр, тыр-пула пуçтарса кĕртмесĕр хăварман. Çавăнпа колхоз председателĕ те çанă тавăрсах халăхпа пĕрле ĕçленĕ. Уй-хире хальхи пек гектарĕ-гектарĕпе мăян, çум курăк сырса илмен. Суха тăвакансене, сÿре туртакансене, çурлапа тырă выракансене колхоз икĕ хутчен уйра апат çитернĕ тата килте пăтă е нимĕр пĕçермешкĕн чĕреспе кĕрпе, пăрçа парса янă. Кăнтăрлахи апат валли икĕ кунра пĕр сурăх е така пусса лайăх ĕçлекенсене аш яшки пĕçерсе çитернĕ.

Вăрçă вăхăтĕнче те, маларах та нумайăшĕ çăпатапа, пир кĕпе-йĕмпе çÿренĕ. Кашни килте кантăр акнă, ÿссе çитсен тылланă, сÿс тунă, арланă, станокпа пир тĕртнĕ. Малтан тăпачăпа çапса вăррине кăларнă, унтан çу юхтарнă.

Николай Марковичăн ашшĕ, финсемпе те çапăçнăскер, Аслă вăрçăран та виçĕ орденпа тата нумай-нумай медальпе таврăнать. Чи пахи, паллах, Мухтав орденĕ. Ахаль паман ăна çакăн пек наградăсене: унăн кĕлеткинче 36 ванчăк, пуля кĕнĕ вырăнсем. Унсăр пуçне паттăр салтак вăрçă хирĕнчен пĕр куçсăр таврăнать.

Вăрçă пĕтсен Кольăна 15 лаша пăхма шанаççĕ. Заводсенче çын çитменнипе яшсене Златоуст хулине ФЗОна янă. Тĕрĕссипе, вĕсене тÿрех йывăр ĕçсем тума хушнă, итлемесен тата вырăсла тĕрĕс калаçманшăн хĕненĕ те. Çавăнпа 56 чăваш ачинчен 50-шĕ килĕсене тарать. Таркăнсене пурне те пысăк штраф параççĕ тата 1-3 çуллăха тĕрмене хупаççĕ.

Н.Марков Челябинскра трактор тăвакан заводра танксем валли двигатель тăвакан цехра ĕçлеме пуçлать. Каярахпа ăна салтак тивĕçне пурнăçлама Ленинград облаçне илсе каяççĕ. Вăрçă вăхăтĕнче тунă землянкăсенче пурăнаççĕ вĕсем. Хальхи çамрăксем çĕр пÿрт мĕнне, тен, пĕлмеççĕ те пуль. Ăна сăртлă вырăнта тăваççĕ: çĕре кĕреçепе чавса кĕрсе каяççĕ, шалтан стенисене, маччисене, урайне 20 см хулăнăш пĕренесемпе хурса тухаççĕ. Çывăрма хăмасенчен икĕ яруслă вырăн тăваççĕ. Сĕтел çинче снаряд гильзи ăшне хăйăр, ун çине солярка яраççĕ. Ăна çутă кирлĕ чух çунтараççĕ. Пÿлĕме ăшăтма 200 литр калăпăшлă тимĕр пичкерен кăмака тăваççĕ тата тĕтĕмне мачча витĕр кăларма 25 см хулăнăш пăрăх лартаççĕ. Çакăн пек «пÿртре» салтаксем хĕлле те, çулла та пурăнаççĕ, хулара çурт-йĕр тума 3 çул йывăç касаççĕ, тураттисене иртеççĕ. Николая унта та пĕренесене вăрмантан турттарма 50 лаша шанса параççĕ.

1953 çулта вăрманта тăракан батальона строя тăратаççĕ. Вăрçăра пулнă полковник, нумай ордена тивĕçнĕ офицер, вĕсене И.Сталин вилни çинчен пĕлтерет, унпа пĕрлех чылайăшĕ макăрма пуçлать.

Çартан таврăнсан Николай 6 çул колхозра, 18 çул Советски салинче çĕвĕçре ĕçлет, кĕпе-тумтир, пиншак, фуфайка тата тем те пĕр çĕлет. Вăл вăхăтра тăхăнмалли çитмен. Кунтах пулас мăшăрĕпе Зинаида Анисимовнăпа паллашать. «Çĕн йĕркелÿ» пуçлансан вăл патент илет, ĕç хыççăн кĕрĕксем çĕлеме пуçлать. Мăшăрĕ Шупашкара кайсан юпа çинче пĕлтерÿре, Кÿкеçре йывăç пĕчĕк пÿрт сутакан пуррине пĕлсе килет. Ăна туянаççĕ, каярахпа хăйсем кермен пек çурт лартаççĕ.

Арăмĕ Кÿкеçри «Паха тĕрĕ» фабрикăра, хăй техучилищĕре гардеробщикре, платникре тăрăшма пуçлаççĕ. Ĕç стажĕ 45 çул та 6 уйăх Николай Марковичăн. Вăл халĕ те çĕлет, пахчинче те тăрмашать, выльăх-чĕрлĕх те тытать: ĕне, сысна, кăркка, кăвакал, чăх-чĕп. Садра улмуççи, слива, хăмла çырли тата тем те пĕр ÿсет. Сухалама, тислĕк кăларма тата ытти ĕçе пурнăçлама мотоблокпа усă курать. Пахчинче помидор, хăяр, çĕр çырли ÿстерме 6 теплица туса лартнă. Ниçта та пĕр çум курăкĕ çук. Мана пĕр япала питĕ тĕлĕнтерчĕ, мĕншĕн тесен ун пеккине урăх ниçта та курман. Николай Маркович пахчинче çĕр улми çеçкисем кăкăр çÿллĕш ÿснĕ. Вĕсене вăл выртасран патак çумне кантрапа çыхса çирĕплетнĕ.

Н.Марков 86 çулта пулсан та Шоркка ял уявне хут купăспа пырса, мăшăрĕпе сцена çинче юрласа-ташласа халăха савăнтарчĕ. Вăй-хăватне ăçтан тупать-ши? «Эпĕ нихăçан та табак туртман, сăра ĕçмен, пысăк уявсенче çеç 30 грамм шурă эрех, ĕлĕк ăна «казенка» тетчĕç, ĕçкеленĕ. Ялан килте, пахчара ĕçленĕ, çуран нумай утнă, пĕр вырăнта сахал ларнă. Хĕлле ăшăрах кунсенче йĕлтĕрпе ярăнма тăрăшнă», - хуравларĕ вăл. Кашни çулах 8-шар хаçат-журнал çырăнса илет. Уйрăмах «Хыпар», «Тăван ен», «Комсомольская правда» хаçатсене тĕплĕ вулать.

Н.Марковăн ĕçне хисеплесе патшалăх ăна пĕр орден, 7 медаль парса чысланă. Ĕç ветеранĕ тата хисеплĕ тыл ĕçченĕ те вăл.

Николай ПЛАТОНОВ.

Шупашкар районĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.