Комментари хушас

29 Çу, 2020

Аварире икĕ çын вилнĕ

Çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнче пĕр арçын пахчара мотоблок урапи айне лексе икĕ урине те суранлатнă. Тӳрех васкавлă медицина пулăшăвĕн машинине чĕннĕ. Медиксем арçынна вăхăтлăх пулăшу парса травмпункта илсе çитернĕ. Арçын эрех ĕçнине тунман, çакна унăн çăварĕнчен кĕрекен эрех шăрши те çирĕплетнĕ.

Çав кунах Çĕрпӳ районĕнчи Сăнав поселокĕ патĕнчен иртекен М7 трасса çинче автомобиль ӳпĕннĕ. Руль умĕнче 52 çулти хĕрарăм пулнă. Пуç мими кисреннĕ пулĕ тесе ăна хăвăртрах больницăна илсе çитернĕ.

Шупашкарта Энтузиастсен тата Эльмень урамĕсем хĕресленнĕ вырăнта икĕ автомобиль çапăннă. Пĕрин водителĕ — 42 çулти хĕрарăм — вăйлă аманнă, ăна больницăна илсе çитернĕ.

Каçхине Патăрьел районĕнче çăмăл машина пысăк хăвăртлăхпа пырса кювета чăмнă та ӳпĕннĕ. Руль умĕнче пулнă 43 çулти арçын çавăнтах вилсе кайнă.

Çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Вăрнар çулĕ çинче пысăк хăвăртлăхпа пыракан автомобиль çурт çине тăрăннă. Руль умĕнче ларнă 45 çулти арçын васкавлă пулăшу машини киличчен вилсе кайнă.

www.hypar.ru Чăваш Енри ÇÇХПИ управленийĕн сăн ÿкерчĕкĕ. 

Рубрика: