Комментари хушас

30 Утă, 2014

Укçа та çук, кинотеатр та

Улатăр районĕн сучĕ 39 çулти Наталья Рандина тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе приговор палăртнă. Ăна бюджет укçипе тĕллевсĕр усă курнăшăн айăпланă.

Укçана предпринимателе Улатăр хула администрацийĕ грант шучĕпе панă - авалхи хулара çĕнĕ йышши 3D-кинотеатр уçма. Малтан пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулнă темелле. Хĕрарăм республикăри предприниматель ĕç-хĕлне аталантарма уйăракан укçа шучĕпе грант илмешкĕн Улатăр администрацине кинотеатр тумалли бизнес-план тăратнă. Ăна тивĕçлипе хакланă, каялла тавăрса памалла мар 300 пин тенкĕлĕх грант панă.

Анчах Рандина укçапа тĕллевлĕн усă курман - хăй пĕлнĕ пек тăкакласа пĕтернĕ. Хула администрацине, чăн та, грантпа тĕллевлĕн усă курнине ĕнентерекен документсем тăратнă. Ултав çиеле тухнă. Суд хĕрарăм хăтланăвне «тÿлевсем илнĕ чух уйрăмах пысăк виçепе улталани» тесе хакланă. Вăл преступлени туса кÿнĕ сиене хăйĕн ирĕкĕпе саплаштарнине кура ăна 120 пин тенкĕлĕх штрафланă. Приговор вăя кĕмен-ха.

К.СТЕПАНОВ.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.