Комментари хушас

6 Çĕртме, 2020

Тĕрĕ урокĕ

Галина Щипцовăна таврара лайăх пĕлеççĕ, унăн тĕррисене куравсенче кăтартаççĕ. Ку ĕçе вăл ачаллах килĕштернĕ.
— Пĕртăвансем тăххăрăн пулнă, эпĕ чи кĕçĕнни. Атте Алексей Петров Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен аманса килчĕ, тăшман пульли ун куçĕ çумнех кĕрсе ларнăччĕ. Анне Варвара Сергеевна чирлĕччĕ, çавăнпа эпĕ ĕçлеме ир вĕреннĕ, 3-мĕш класра чухнех ĕне сума тытăннă. Хуçалăха тытса пыма йывăррипе анне аппана, Мускава ĕçлеме кайнăскере, киле чĕнсе илчĕ. Аппа ирхине кăмака хутса яратчĕ те вырăн çине ларса чĕнтĕр çыхатчĕ. Эх, пăхса лараттăм эрешлесе ĕçленине, хамăн та çапла тума вĕренес килетчĕ! Хам та чĕнтĕр йĕппи тытрăм. Кайран пир пит шăлли çине пĕрчĕ шутласа тĕрлеме пуçларăм, — аса илет вăл ачалăхне.
1969 çулта Турханти вăтам шкул хыççăн Патăрьелĕнчи училищĕре ветеринара вĕреннĕ вăл. Тăван ялĕнчи колхозра ĕçленĕ хушăра харсăр хĕре комсомол организацийĕн секретарьне суйланă. 1972 çулта Елчĕкри ВЛКСМ уйрăмне ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Çакăнта Галина Алексеевна смотр-конкурс ирттернĕ, çавна май хăйĕн тĕррисене те кăтартнă. 1974-76 çулсенче Шупашкарта парти шкулĕнче пĕлÿ илнĕ.
1981 çулта «парти хушнипе» Галина Щипцовăна «Паха тĕрĕ» фабрикăн Елчĕкри филиалне куçарнă. Ку вăхăтра шкул ачисене те нумай вĕрентнĕ вăл хăйĕн юратнă ĕçне. Ун хыççăн 20 çул районти культура пайĕнче ертсе пыракан специалистра вăй хунă. Çав вăхăтра ялсенче тĕрĕ кружокĕсем йĕркеленĕ, ал ĕçĕ сутнă укçапа тĕрлĕ мероприяти, уяв йĕркеленĕ. — Ун чухне эпир районти хĕрарăмсен канашĕпе тачă çыхăнса ĕçлеттĕмĕр. Ăна райкомăн 2-мĕш секретарĕ Клавдия Леонтьева ертсе пыратчĕ. Унта хам та тĕрĕ урокĕсем ирттереттĕм. Ку ĕçе райком библиотекарĕ Елена Пчелова та хастар хутшăнатчĕ. Курав валли çынсен ĕçĕсене килĕрен пухаттăмăр. Ал ăстисем валли семинарсем йĕркелеттĕмĕр.
Ун чухне пĕр-пĕр районта тепĕр тăрăхăн кунĕсем иртетчĕç. Сăмахран, Комсомольскинче е Патăрьелĕнче — Елчĕк районĕн кунĕсем. Унта яланах тĕрĕ куравĕсем пулнă. Çакăнтах ăсталăх класĕсем ирттереттĕмĕр. Зинаида Воронова тĕрĕçĕ те Елчĕкре пурăннă чухне тĕрĕ урокĕсене килетчĕ, — тет Галина Алексеевна.
Унăн шухăшĕпе, халĕ чылай çăмăлрах. Малтан туй курма кайсан хĕрĕн турăш карри çинчи çĕнĕ тĕрĕсене куç хывнă, кайран вĕсем патне киле кайса ÿкерсе илме ирĕк ыйтнă. Тĕлĕнмелле те, анчах ÿкерттерме килĕшменнисем те пулнă. Халĕ вара шăтăклă пусма – хатĕр канва — лавккара сутăнать. Унпа усă курнăран йĕп пÿрнене шăтармасть. Малалла вулас…

www.hypar.ru

Николай ЛАРИОНОВ-ЙĔЛМЕЛ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.