Комментари хушас

8 Çĕртме, 2020

Суйса пособи илсен явап тыттарĕç

Чăваш Ен Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, ĕçсĕрлĕх центрĕсенче учета тăракансем хушшинче улталакансем тĕл пулаççĕ.

Кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче 39 çын ĕçсĕрлĕх пособине суйса илнĕ. Вĕсене 248,6 пин тенкĕ пособи тÿленĕ. Ултав çиеле тухсан 197,5 пин тенкине бюджета тавăрса панă. Ытти укçана та шыраса илĕç.

Суйса пособиллĕ пулнисем пирки материалсене право хуралĕн ĕçченĕсене ярса панă. Патшалăха улталаса бюджетран укçа илнĕшĕн административлă тата уголовлă майсемпе явап тыттарĕç.

www.hypar.ru mintrud.cap.ru căн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: