Комментари хушас

13 Çĕртме, 2020

Ял çыннишĕн курăмлă пулăшу пулĕ

Ирина Петрова, Вăрнар районĕнчи Хирпуç ялĕ, 37 çулта:

Эпĕ Çĕрпелти ветеринари участокĕнче ĕçлетĕп, мăшăрăм – «Победа» кооперативра. Килти хушма хуçалăха аталантарассипе тĕллевлĕ тăрăшма та вăхăт тупатпăр: мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 6 пуç тытатпăр, çав шутра – 3 ĕне. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни çемье бюджетне пысăклатать, паллах. Анчах та хальхи вăхăтра сĕт хакĕ йÿнĕ пулни пăшăрхантарать.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев çивĕч ыйтăва тимлĕхе илни савăнтарчĕ. Ĕне усракансене субсиди уйăрма палăртнине ырлатăп. Ял çыннишĕн курăмлă пулăшу пулĕ. Сăвакан ĕнесен шучĕ пысăкрах – укçи-тенки те ытларах. Патшалăх пулăшăвĕ пире килти хуçалăха тĕреклетессипе малалла та ĕçлеме хавхалантарĕ.

www.hypar.ru

Вăрнар районĕнчи "Çĕнтерÿ çулĕ" хаçат материалĕпе усă курнă.

 

Рубрика: