Комментари хушас

10 Çĕртме, 2020

Вутра çунман, шывра путман

Пирĕн, вăрçă ачисен, вăй çитет е çитмест — ĕçлемеллех пулнă.
Хамран аслăрах тетепе, 13-14 çултискерпе, эпĕ яланах çурхи-кĕрхи акара уй-хире сÿрелеме хутшăннă. Эпĕ унран виçĕ çул кĕçĕнрех пулнă. Пĕррехинче кăнтăрлахи апата таврăнатпăр. Тете ватă лаша çинче, эпĕ юпах тиха çине утланнă. Виталий Степанов икĕ вăкăрпа сÿрелетчĕ. Вăл вара пĕрин çинче ларса пыратчĕ. Тепри айккинелле пăрăнчĕ. «Ме-ха сана пушă, — терĕ вăл мана ăна тăсса. — Эсĕ лаша çинче, хăваласа кил».
Эпĕ вăкăра çапас тесе пушăпа сулса ятăм, анчах вăл ăна лекмерĕ. Ласточкăна вара хытах çакланчĕ. Юпах тиха ĕрĕхсе кайрĕ. Эпĕ ăна чарас тесе чĕлпĕре хытă туртрăм. Çавна май лаша мăйĕ çинех шуса кайрăм, пуç хĕрлĕ çĕре ÿкрĕм. Лашан тăватă ури мана сĕртĕнсе иртсе кайрĕ.
Ура çине тăтăм. Ласточка манран 15-20 метрта. Ман çине çаврăнса пăхса тăрать. «Мĕн пулчĕ-ши?» — тенĕн тинкерет. Эпĕ ун патне çывхартăм, пĕр меллĕ вырăнта утланса лартăм та апата васкарăм.
Мĕн каласшăн-ха эпĕ? Тихана никам та вĕрентмен, ытти выльăх пек çынна пăрахса каймарĕ. Çĕр çинчен тăричченех мана кĕтрĕ.
Тепрехинче эпĕ лашапа сÿрелетĕп — тете канать. Паравоз ятлă хура ăйăр тăпах чарăнчĕ, мăйне шăнăр туртрĕ. Вăл куçне чарса пăрахрĕ, хăранă пек хартлатрĕ, çĕре ÿкрĕ. Хайхискер ахлатать, тапаланать. Пăвăнасран эпĕ хăмăт чÿпĕкне салтса ятăм.
Эпир нимĕнле ĕçрен те хăраман. Хăть мĕнле лару-тăруран та тухма пĕлнĕ. Выçăллăтутăллă ĕçленĕ. Шартлама сивĕре те, çил-тăманлă кунсенче те вăрçа пула юхăннă хуласене çĕкленĕ. Анчах вĕсене никам та шута илмен. Эпир вутра çунман, шывра путман.
Лаша çинчен сăмах хускатнă май манăн тепĕр тĕслĕхпе паллаштарас килет вулакансене. Ялта, Упамсара, 14-15 çулти хĕрача, Елькка Урусова чирленĕ. Ăна Улатăра илсе каймалла тенĕ. Çак ĕçе Евгений Моисеев аслă конюх хăй çине илчĕ. Тем сăлтава пула мана та вĕсемпе лартса ячĕç. Самолет ăйăрпа çула тухрăмăр. Улатăр районне кĕрекен Кивĕ Эйпеç ялне çитсен Евгений Петрович пĕлĕшĕ патне кĕрсе хăналанчĕ. Малалла каймашкăн тилхепене мана пачĕ. «Ниçта та пăрăнмалла мар, çак çулпа тÿрех каймалла», — тесе çывăрса кайрĕ.
Акă пĕр вырăна çитрĕмĕр. Ăçталла каймалла? Женя тетене вăратма хăтлантăмăр — тăмасть. Пĕр 30-40 метрта каштасем хурса сарнă çул пур. Шăпах лашана çавăнта кĕртсе ятăм. Пĕр 3 метр кайсанах малти урапасем ланк! анса ларчĕç те тĕнĕлĕ хуçăлса тапса тухрĕ. Ăйăр шурлăха сикрĕ. Женя тете вăранчĕ. Хăрамасăрах лаша патне сикрĕ. Ăна аллинчен тытса туртса кăлартăмăр. Ун хыççăн лашана малти урапаран вĕçертрĕмĕр.
Самолет пĕр хускалми выртать, ялан аялалла анать. Çурăмĕ çине те шыв тухма пуçларĕ. Женя тете тилхепене, урхалăхсене салтса чĕлпĕртен çыхса шурлăхăн тепĕр енне çитмелле турĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Александр ЛЕОНТЬЕВ. Патăрьел районĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.