Комментари хушас

10 Çĕртме, 2020

Укçапа утă туянасшăн

Наталия САДОВНИКОВА, Етĕрне районĕ:
Хушма хуçалăхра пирĕн 9 ĕне. Йывăрлăх ытларах упăшкана Юрий Петровича тиенет. Ăна çемийпех пулăшма тăрăшатпăр. Çак ĕçе 6 ачасене те явăçтаратпăр. Эпĕ «Ленинская искра» хуçалăхра осеменаторта вăй хуратăп. Шалупа кăна ача-пăчана ура çине тăратма, малалла вĕрентме йывăр. Ĕнесене сума аппарат та туянтăмăр. Çу кунĕсенче сĕт хакĕ чакса кайни кăмăла хуçать. Хальхи вăхăтра усламçăсем хушма хуçалăхсенчен 1 л сĕте 14 тенкĕпе илеççĕ. Эпир вара куллен 120 л сутатпăр. Выльăх апачĕ туса илме 2 гектар çĕр пур. Вăл çителĕксĕр. Çуллен утă-улăм, тырă туянма тивет. Çавна май сĕт хăй хаклăхĕ хăпарать. Хушма хуçалăхсене те пулăшма йышăннине пĕлсен савăнтăмăр. Ку — пирĕн ĕçе хаклани. Укçапа вара выльăх апачĕ туянасшăн.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.