Комментари хушас

11 Çĕртме, 2020

Августа Уляндинăн килĕнчех бассейн пур

Миллионĕ-миллионĕпе укçа ĕçлесе илекен Раççей «çăлтăрĕсем» темиçе пÿлĕмлĕ хваттерĕсемпе, капмар çурчĕсемпе мухтанаççĕ. Чылайăшĕн чикĕ леш енче куçман пурлăх пур. Паллă çынсем хваттерĕсемпе çурчĕсенчи интерьера юлашки трендсемпе килĕшÿллĕн тăваççĕ, модăна пăхăнса сĕтел-пукан туянаççĕ... Ку ĕçе дизайнерсемпе архитекторсене явăçтараççĕ. Чылай артист шавлă хула çывăхĕнче коттедж туянать. Алла Пугачевăпа Максим Галкинах илер ав. Вĕсем Мускав çывăхĕнче, Грязь ялĕнче, капмар керменте пурăнаççĕ. Çурчĕ юмахри евĕр курăнать, унта миçе пÿлĕм-ши? Тĕлĕнсе каймалла, спа-центр та пур! Чим-ха, пирĕн чăваш артисчĕсем ăçта пурăнаççĕ? Питĕ пĕлес килет. Сирĕн те-и? Апла тĕпчесе пĕлĕпĕр.
Пирĕн «çăлтăрсем» Раççейри артистсене çитеймеççĕ пулин те вĕсенчен юласшăн мар, хваттерте, çуртра юсав ĕçĕсене питĕ чаплă тăваççĕ. Хăшĕ-пĕрин Чăваш Енре кăна мар, республика тулашĕнче те пурăнмалли кĕтес пур. Сăмахран, чăваш халăх артисткин Августа Уляндинăн Хусанта çурт ларать. Ăна «усадьба» тет паллă юрăç. Чăн та, çапла калама пулать, капмар çурт нимпе те кая мар. Виçĕ хутлă коттедж иртнĕ ĕмĕрсенчи пÿрт евĕрех: илемлĕ те хăйне евĕр. Çуртра — вун-вун чÿрече, балкон. Шалта вара юсав ĕçĕсене юлашки модăпа килĕшÿллĕн ирттернĕ. Интерьерта ытларах — шурă, сăрă тĕссем. Маччаран шерепеллĕ люстрăсем çакăнса тăраççĕ. Чăн-чăн юмахри кермен! Чÿречерен илемлĕ сад курăнать. Августа Васильевна çĕр ĕçĕпе аппаланма юратать. Чечексене кăмăллаканскер тем тĕрлине те лартнă. Çурт çывăхĕнче чăрăшсем, туйăсем, черешня пĕлĕтелле кармашаççĕ. Юнашарах — мунча, бассейн. Кил хуçисем мунчара рехетленнĕ хыççăн бассейнра чăмпăлтатаççĕ. Уйрăмах çулла лайăх унта! Халĕ Августа Уляндина çемйипе шăпах çав çуртра пурăнать. Юратнă йыттипе Тайпипе уçăлса çÿрет, вăрмана кăмпана каять.
Пин-пин çыннăн юратнă кумирĕ, «Чу-чача» юрăпа республикăна кисретнĕ Алексей Московский Шупашкарта çĕнĕ микрорайонта, «Çĕнĕ хулара», хваттер туяннă. Московскисен Çĕрпÿ районĕнче те хăтлă çурт пур. Çемье унта канмалли кунсене ирттерет. Халĕ, пандеми вăхăтĕнче, унта пурăнмах куçнă. Виççĕмĕш уйăх ĕнтĕ ялта кун кунлаççĕ вĕсем. Пÿртре кашни ачи валли /вĕсем — виççĕн/ пÿлĕм пур. Çемье çурта хăтлăлатнă чухне çутă тĕссем çеç суйланă. Картише вара декоративлă бассейн илем кÿрет. Ун тавра çулла чечексем ешереççĕ. Кил ăшшин управçи Регина чи юратнисене — кĕл чечексем, хостасем, георгинăсем — лартнă. Арçыннăн пурнăçра йывăç лартмалла, ывăл ÿстермелле тата çурт çĕклемелле теççĕ. Андрей Кузнецов юрăç çаксене йăлтах пурнăçланă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ виçĕ ывăл — Максим, Матвей, Платон — ÿстереççĕ, хĕрĕ Ульяна ятлă. Пысăк çемье Çĕнĕ Шупашкарта хваттерте пурăнать. Йыш хушăнсан кĕтесе пысăклатасси пирки шухăшлама пуçланă вĕсем. Ĕмĕчĕ пурнăçланнă: çемье Шупашкар районĕнче икĕ хутлă кирпĕч çурт туяннă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ тишкернĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.