Комментари хушас

11 Çĕртме, 2020

ЧР Пуçлăхĕн суйлавĕ хăçан пуласси паллă

Паян Чăваш Республикин улттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ хĕрĕх пĕрремĕш сессийĕн иккĕмĕш тапхăрĕ ĕçлеме пуçларĕ.

Депутатсен паянхи ларура пĕлтерĕшлĕ икĕ ыйтăва пăхса тухмалла. Пĕрремĕшĕ вăл — республика ертÿçин суйлавĕн кунне палăртасси тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2019 çулхи ĕç-хĕлĕ пирки хатĕрленĕ отчета хакласси. Правительствăн иртнĕ çулхи ĕçĕн кăтартăвĕсемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан /вăлах ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ/ Олег Николаев паллаштарчĕ. Республика ертÿçи палăртнă тăрăх, çитĕнÿсем те çук мар, çав вăхăтрах татса паман çивĕч ыйту та чылай. Сăмахран, бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен шалăвĕ пĕчĕкки, юлашки вăхăтра ĕçсĕрлĕх шайĕ ÿсни, çуртсен таврашĕнчи территорисене хăтлăлатас тĕлĕшпе çителĕклĕ ĕçлеменни, троллейбус паркĕ кивелни тата ытти те. Депутатсем отчет тĕплĕ пулнине палăртрĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне Пĕрлехи сасăлав кунĕнче, авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче, ирттерме йышăнчĕç. Регион ертÿçине пилĕк çуллăха суйлĕç.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.