Комментари хушас

15 Çĕртме, 2020

Кадет шкулне вĕренме йышăнаççĕ

Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕ 6-мĕш, 8-мĕш, 10-мĕш классене вĕренме кĕрес кăмăллисене пухать.

Чăваш кадет корпусĕнче пĕтĕмĕшле тĕп тата вăтам пĕлÿ паракан программăсемпе вĕрентеççĕ. Çав вăхăтрах çар е патшалăх служби валли хатĕрлекен программăсем те пур.

Кадет пулас ĕмĕтлисен вырăс чĕлхипе тата математикăпа экзамен тытмалла, физкультура тата психологи тĕлĕшĕнчен тĕрĕслев витĕр тухмалла.

6-мĕш тата 8-мĕш класа вĕренме кĕрекенсен докуменчĕсене çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕччен йышăнĕç, 10-мĕш класа – çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче тытăнса утă уйăхĕн 10-мĕшĕччен.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: