Комментари хушас

15 Çĕртме, 2020

Онлайн-гастрольсем пуçланĕç

Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕ хыççăн «Театр кĕперĕ. Чăваш Ен – Пушкăртстан», «Театр кĕперĕ. Чăваш Ен – Мари Эл», «Театр кĕперĕ. Шупашкар – Чĕмпĕр» онлайн-гастрольсем пуçланĕç. Культура мероприятине Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă.

Арсений Тарасов пьеси тăрăх лартнă «Мунча кунĕ» спектакле Чăваш патшалăх академи драма театрĕн, Пушкăртстанри М. Гафури драма театрĕн, Мари Элти М. Шкетан ячĕллĕ наци драма театрĕн, çавăн пекех Чĕмпĕрти И. Гончаров ячĕллĕ драма театрĕн сайчĕсенче онлайн мелпе кăтартрĕç. Спектакль режиссерĕ – СССР халăх артисчĕ, «Ылтăн маска» театр премийĕн лауреачĕ, Шупашкар тата Шăмăршă районĕсен хисеплĕ çынни Валерий Яковлев, композиторĕ – Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Казаков.

www.hypar.ru Чăваш патшалёх академи драма театрĕн сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: