Комментари хушас

16 Çĕртме, 2020

Тăван ялтан пахи çуках

Шупашкар районĕнчи Чăршкасси ялĕ ытла та хитре те лăпкă вырăнта вырнаçнă. Юнашарах Муркаш шывĕ юхса иртет, аякрах мар вăрман. Хурăн кати илемĕпе илĕртет. Уçă сывлăшпа кăкăр тулли сывла та сывла…
Ялăн аталанмалла та аталанмалла темелле. Вырăнти «Искра» колхоз аркансан ĕç вырăнĕсем те пĕтрĕç. Юрать-ха, шкул, ача сачĕ, культура çурчĕ ĕçлет. Лавккасем те алăкĕсене кулленех уçаççĕ. Ирĕксĕрех çамрăксен çемйисене пăрахса аякри хуласемпе облаçсене ĕçлеме тухса кайма тивет.
Çак ялта пилĕк ачаллă çемьере 1965 çулта çуралнă Михаил Александров çар çыннин профессине суйласа илнĕ. Вăл çемьере тăваттăмĕшĕ. Ишек шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтра районта физика тата математика предмечĕсемпе иртекен олимпиадăсенче яланах малти вырăнсене йышăннă. Ишек шкулне лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтерсен Геннадий Степанович Фомиряков вĕрентекен сĕннипе Михаил Чĕмпĕр хулинчи танк училищине вĕренме кайнă. Çирĕп кăмăл, малалла ăнтăлни, пурнăçра тĕрĕс çулпа утма тĕв туни, ашшĕ-амăшĕн сăмахĕнчен иртме хăнăхманни Михаила ăнăçлă вĕренсе тухма пулăшаççĕ.
Лейтенант званине илнĕ çамрăка Чехословакие янă. Унта вăл 1987-1991çулсенче танк взвочĕн командирĕ пулнă. Хыççăн Калининград облаçĕнчи Гусев хулинче служба тивĕçĕсене пурнăçланă. Унтан Санкт-Петербургри çар академийĕнче 3 çул вĕреннĕ, подполковник званине илнĕ. Пурнăç урапи ăна Хабаровск крайĕнчи Ванино портне илсе çитернĕ. Михаил Иванович унта база начальникĕн заместителĕнче 2 çул ĕçленĕ, кайран 4 çул Приморье крайĕнчи Уссурийск хулинче çар службин пуçлăхĕнче тăрăшнă. Унтан Мускава куçнă.
Хальхи вăхăтра Михаил Иванович çемйипе Мускав хулинче пурăнать. Мăшăрĕпе хĕр çитĕнтернĕ вĕсем. Мăнук та парнеленĕ ĕнтĕ ăна. Михаил Иванович çар ретĕнче 30 çул тăнă хыççăн отставкăна тухнă. Ĕçсĕр ларма хăнăхман чăваш каччи тивĕçлĕ канăва кайсан та Мускав хулинчи çар комиссариатĕнче ĕçленĕ. Кашни çулах отпускра тăван ялне ашшĕ патне килсе пурăнать. Ашшĕ водительте, платникре, ПМК-5 организацире строительте ĕçленĕ, амăшĕ «Искра» колхозра вăй хунă. Ашшĕ 89 çул çинче пырать пулсан та килте кăштăртатать, чăх-чĕп пăхать. Ывăлĕ Миша хăнана килсен тем пекех хĕпĕртет вара. Мăшăрĕсĕр пĕччен пурăнма çăмăлах мар çав ăна.
Яла килсен лăпкă пурнăçпа киленет Михаил Иванович. Ишек шкулĕнче пĕр класра вĕреннĕ Николай Егоровпа пушă вăхăтсенче вĕри чей ĕçсе ларса иртнĕ кунсене, шкул çулĕсене, пĕрле ăс пухнă ачасене аса илеççĕ. Иккĕшĕ Муркаш юхан шывĕ хĕррине вăлтапа пулă тытма та çÿреççĕ. Пулли мар, шыв хĕрринче уçăлса ларни темрен те паха. Сăмах май, Николай Егоров чылай çул «Искра» колхозра водительте ĕçленĕ. Вĕсем Элина мăшăрĕпе 6 ача çуратса ура çине тăратнă. Паян ачисем килтен вĕçсе тухса кайнă ĕнтĕ. Çапах та вĕсене те ашшĕ-амăшĕн пулăшăвĕ кирлех. Элина мăшăрĕ Чăршкасси шкулĕнче техслужащире тăрăшать, мăшăрĕ вара Мускава ĕçлеме çÿрет. Вырăнти ял хуçалăхĕ ĕçленĕ пулсан вăрăм укçа шыраса арçынсем аякка çÿремĕччĕç те… Малалла вулас...

www.hypar.ru

Екатерина ГРИГОРЬЕВА, Ишек шкулĕнчи кĕçĕн классен вĕрентекенĕ. Шупашкар районĕ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.