Комментари хушас

22 Çĕртме, 2020

«Эткер» ачасене кĕтет

Паян пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕн ăслăлăх лабораторийĕсене уçрĕç. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăл пĕрремĕш вĕренекенĕсене йышăнĕ.

Çĕнĕ учреждени ĕçне йĕркелемешкĕн федераци бюджетĕнчен 213,6 миллион тенкĕ уйăрнă. Ачасем «Ăслăлăх», «Искусство», «Спорт» енсемпе пĕлĕве тарăнлатĕç, ăсталăха ÿстерĕç. Центр директорĕ Ольга Тарасенко Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаева лаборатори пÿлĕмĕсемпе паллаштарчĕ. Вĕсене çĕнĕ йышши оборудованипе тивĕçтернĕ. Республикăри пĕрремĕш интерактивлă музее шăпах кунта йĕркеленĕ. Экспонатсем хăнасене кăсăклантрачĕç те, тĕлĕнтерчĕç те. Музейре — магнит хăма çинчи тем пысăкăш шестеренкăсем, физика саккунĕсене тĕсрĕслемелли хатĕрсем... Хими пÿлĕмне хăрушсăрлăха шута илсе йĕркеленĕ. Опыт ăнăçмасан тĕтĕм ăшĕнче чыхăнма тивмĕ — кашни парта çийĕн пăрăх вырнаçтарнă. Вăл сывлăша хăвăртах тасатĕ.

Центр лабораторийĕсемпе паллашсанах попечительсен канашĕ иртрĕ. Унта тĕрлĕ енлĕ ыйту çĕклерĕç. Ачасене мĕне кура суйланипе вĕсене кам вĕрентесси таранах сÿтсе яврĕç.

Тĕплĕнрех — «Çамрăксен хаçачĕн» çитес номерĕнче.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем

 

Рубрика: