Комментари хушас

23 Çĕртме, 2020

Сасăлама çăмăл тата хăрушсăр

Сасăлама çăмăл тата хăрушсăр — шăпах çак самантсем тĕп вырăнта пулĕç РФ Конституцине кĕртекен улшăнусене ырлассипе çыхăннă сасăлава хутшăнакансемшĕн. Çакăн пирки ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков видеоконференцçыхăну мелĕпе иртнĕ брифингра пĕлтерчĕ.

Хăйсем регистрациленнĕ вырăнта мар, урăх çĕрте сасăлас текенсенчен заявлени çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕччен 14 сехетчен йышăннă. «Мобильлĕ сасăлавçă» механизмпа килĕшÿллĕн çакнашкал заявленисене Нумай функциллĕ центрсенче, территори тата участок комиссийĕсенче пама пултарнă. Çавăн пекех ăна Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă электронлă мелпе те пама май пулнă. Александр Цветков çынсен маларах та — çĕртме уйăхĕн 25-30-мĕшĕсенче — сасăлава хутшăнма ирĕк пуррине аса илтерчĕ. Çакă сасăлав участокĕсенче утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче çынсем йышлăн пухăнассинчен тата черетсем йĕркеленессинчен хăтарĕ. Çĕртме уйăхĕн 25-30-мĕшĕсенчех участок комиссийĕсен сасăлава вырăна тухса йĕркелеме майсем пур: сасăлав валли ятарлă пÿлĕмсем çук çĕрте, çав шутрах çуртсен çывăхĕнчи территорисенче те /уçă сывлăшра/. Асăннă 6 кун хушшинче инçетри ялсенче пурăнакансем валли те сасăлама майсем туса парĕç.
Сасăлав вырăнĕсене хăйсем пырайманнисен килĕнче сасăлама ирĕк пур. Çакăн пирки вĕсен участок комиссине пĕлтермелле: кунашкал заявление çын хăй çеç мар, унăн тăванĕсем е социаллă служба ĕçченĕсем те пама пултараççĕ.
Александр Цветков граждансен сывлăхĕ тĕп вырăнта пулнине, çавна май сасăлав комиссийĕсен членĕсене, участока килекенсене пурне те хÿтĕлев хатĕрĕсемпе /маскăсемпе, перчеткесемпе/ тивĕçтерессине пĕлтерчĕ. Сасăлав иртекен пÿлĕмсенче /çуртсенче/ ÿте перĕнмесĕрех виçекен термометрсем, бактерисене пĕтерекен кавирсем, антисептиксем пулĕç. Сасăлав участокĕсенче пуринче те çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне дезинфекци тăвĕç. Çакăн хыççăн ку ĕçе кашни кун пурнăçлĕç, утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче — кунне темиçе хут. Çавăнпа сывлăхшăн пăшăрханма кирлĕ мар.
Бюллетеньре пĕтĕмпе те пĕр ыйту çеç пулать: РФ Конституцине кĕртме сĕнекен улшăнусене ырлатăр-и? Икĕ хуравран пĕрне суйласа илмелле: «çапла» е «çук». Сасăлавра 7 пине яхăн общество сăнавçи пулĕ.
www.hypar.ru
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.