Комментари хушас

23 Çĕртме, 2020

Çĕнĕ хоккей центрĕ уçăлчĕ

Çĕртмен 23-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура Шупашкарти Совет Союзĕн геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ кадет корпусĕ çумĕнче регионти хоккей центрĕ уçăлчĕ. Вăл — «Демографи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн хута янă республикăри чи пысăк спорт объекчĕ. Пăр арени, 228 вырăнлăх трибуна, вĕрентӳ класĕсемпе тренажер залĕсем… Ҫамрăк хоккеистсем валли аталанмашкăн лайăх условисем пур.

Çĕнĕ центр Олимп резервĕсен 4-мĕш спорт шкулĕн подразделенийĕ пулĕ. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев спорт çурчĕпе паллашрĕ, вăл палăртнă тăрăх, республикăри хоккей шкулĕн воспитанникĕсем, ачасен «Атăл» следж-хоккей команди, районсенчи çамрăксем те спорт центрĕнче ăсталăхне туптама пултарĕç. Кадет корпусĕнче çĕнĕ вĕренӳ çулĕ тĕлне хоккей класĕсем уçма палăртнă. Хоккей центрне хута янă ятпа РФ спорт министрĕ Олег Матыцин, Раççейри хоккей федерацийĕн президенчĕ Владислав Третьяк, РФ Патшалăх Думин Комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков видеоконференци мелĕпе саламласа ăнăçу сунчĕç.

www.hypar.ru Нина ЦАРЫГИНА сăн ӳкерчĕкĕсем.

Рубрика: