Комментари хушас

23 Çĕртме, 2020

Сăнавçăсем сасăлава хатĕр

ЧО Общество палатинче ытларикун общество сăнавçисем Раççей Конституцине кĕртмелли улшăнусем тĕлĕшпе утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче иртмелли сасăлава хутшăнма мĕнлне хатĕрленнине пресс-конференци ирттерсе пĕтĕмлетрĕç.

Палата председателĕ Алексей Судленков палăртнă тăрăх, сăнавçăсен корпусĕ сасăлава хатĕр ĕнтĕ. Ятарласа вĕрентнĕскерсен йышĕ пысăк — 7 пин çын ытла, вĕсем кашни суйлав участокĕнчех пулĕç, сасăлав уççăн та саккунлă иртнине сăнĕç.

Паллах, коронавирус инфекцийĕ сасăлав ирттермелли йĕркене тÿрлетÿсем кĕртет — кун пирки те калаçу пулчĕ. Сасăлав вăхăтĕнче чиртен сыхланмалли хăрушсăрлăх мерисене çирĕп пăхăнма палăртнă. Маскăсем, перчеткесем, дезинфекци хатĕрĕсем — пĕтĕмпех шута илнĕ, вĕсемпе кашни суйлав участокне тивĕçтернĕ, саппас та пур.

Тĕл пулăва Алексей Судленков пурне те республика юбилейĕ ячĕпе саламланипе вĕçлерĕ. Вăл иккĕленмест: пандеми уява пăсаймĕ.

www.hypar.ru