Комментари хушас

23 Çĕртме, 2020

Канашра холодильниксем тӑвакан ҫӗнӗ производствӑна хута янӑ

Паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Канаш тăрăхĕнче пулчĕ. Чи малтан вăл Канаш хулинче çĕр айĕнче хунă пысăк давлениллĕ газ пăрăхĕсене ĕçе кĕртнине çирĕплетсе "кăвак çулăм" çутрĕ. Унтан индустри паркĕнче холодильниксем тăвакан çĕнĕ производствăна хута яма хутшăнчĕ.

Светлана Ардентова директор пĕлтернĕ тăрăх, заводра 30 ытла çын ĕçлет. Унта туса кăларакан холодильниксемпе аптекăсене, ресторансене тата кафесене тивĕçтереççĕ. Вăл производствăна çултан çул вăйлатма шантарчĕ, чăвашсем ĕçчен те çаврăнăçуллă пулнине каларĕ.

Олег Алексеевич Канашри элеватора та çитсе курчĕ. Унта Росагролизинг пулăшнипе производствăна çĕнетме, хальхи йышши оборудовани вырнаçтарма палăртнă. Модернизаци тунă хыççăн элеваторта çĕнĕ продукци кăларма пуçлĕç.

"Çĕнĕ производствăсем республика экономикине аталантарма пулăшаççĕ, çынсем валли ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ. Хальхи вăхăтра ку питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ", - терĕ Олег Николаев. Росагролизинг пулăшнипе Канаш районĕнчи "Пионер" хуçалăх çĕнĕ агротехникăпа пуянланнă. Акционерсен обществин ертÿçи Павел Косов Чăваш Енпе чылай çул килĕштерсе ĕçленине, хуçалăхсене çĕр-çĕр техникăпа тивĕçтернине пĕлтерчĕ.

www.hypar.ru Андрей МИХАЙЛОВ сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: