Комментари хушас

24 Çĕртме, 2020

Аталану программине хатĕрлесси финиша çывхарать

Оперăпа балет театрĕнче юнкун, Республика кунĕнче, Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн программин презентацийĕ пулчĕ. Аслă экономика канашĕн членĕсемсĕр пуçне унта ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев, РФ Федераци Канашĕн председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Николай Федоров, Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, ыттисем хутшăнчĕç.

Документ авторĕ — Пĕтĕм тĕнчери регионсен аталанăвĕн центрĕн гендиректорĕ Игорь Меламед республика чылай çул нумай енĕпе ытти регионтан юлса пынине палăртрĕ, программа инвестицисене ÿстерме, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелемешкĕн пулăшма, çынсен тупăшне пысăклатмативĕç. Çав шутра паян Чăваш Енре пурăнакан, анчах ютра ĕçлекен 70 пин çын тăван региона таврăнса кунта ĕçлеме пуçламалла.

Тишкерÿллĕ те тиркевлĕ калаçу пулчĕ. Николай Федорова, сăмахран, программăра кăçалхи инвестицисен калăпăшне 38 миллиард тенкĕ шайĕнче кăна палăртни тивĕçтермерĕ. Ун шучĕпе, сахалтан та икĕ хут пысăкрах планламалла, амбициллĕ пысăк проектсем кирлĕ, унсăрăн юлса пыракан республика мала талпăнса тухаймĕ. Çак шухăшпа Анатолий Аксаков та килĕшрĕ — хăюллă проектсем кирлĕ, вăл та программа авторĕсене çакна шута илме сĕнчĕ. Олег Николаев палăртнă тăрăх, 300 страницăран тăрать пулин те программăна хатĕрлесе çитернĕ теме çук-ха — тÿрлетÿсем татах пулĕç, ĕçе тепĕр уйăхран вĕçлесшĕн. Инвестицисем, тенĕрен программа пилĕк çуллăх та — миллиардсен калăпăшĕ те пысăк. 2025 çулччен программăна пурнăçламашкăн 263 миллиард тенкĕ ытла хывма палăртнă. Çав шутра 58 миллиард — федераци, 45 миллиарда яхăн — республика бюджечĕсенчен, 160 миллиард ытла — бюджет тулашĕнчи çăл куçсенчен.

www.hypar.ru

Рубрика: