Комментари хушас

7 Утă, 2020

Электронлă мелпе те алă пусма юрать

Суйлавçăсем вăл е ку кандидата ырланине палăртса Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă электронлă мелпе алă пусма пултараççĕ. Çакăн пирки ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков тата ЧР информполитика министрĕ Михаил Анисимов паян йĕркеленĕ брифингра каласа кăтартрĕç.

Александр Цветков Тĕп суйлав комиссине Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнма кăмăл тунă 8 кандидат документсем тăратнине пĕлтерчĕ, çав шутран 4-шĕ — политика партийĕсен представителĕсем. Тепĕр 4-шĕ суйлава кандидатурине хăйсем тăратнă. Александр Цветков каланă тăрăх, кандидатсен пурин те утă уйăхĕн 24-мĕшĕччен «муниципалитет фильтрĕ» витĕр тухмалла, урăхла каласан хăйсене ырланине палăртса муниципалитет йĕркеленĕвĕсен 263 депутачĕ алă пуснине пуçтармалла. Çав шутран 55-шĕ районсен тата хула округĕсен депутачĕсен пулмалла /ял тăрăхĕсен мар/. Алă пуснисене 20 районпа хуларан кая мар пуçтармалла.

«Суйлава хутшăнмашкăн кандидатурине хăйсем тĕллĕн тăратнă çынсен суйлавçăсен хушшинче те хăйсене ырланине палăртса алă пуснине пухмалла. Пĕтĕмпе 4632 çын алă пусни пулмалла. Кăçалхи çĕнĕлĕх — Чăваш Республики Пермь крайĕпе тата Челябинск облаçĕпе пĕрле суйлавçăсем электронлă мелпе — Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă — алă пусассипе çыхăннă эксперимента хутшăнни. Çакна меллĕ та тухăçлă меслет тесе палăртас килет. Электронлă мелпе алă пусни пĕтĕмĕшле шутран 25% таран пулма пултарать, эппин, 1158 суйлавçă алă пусни», — терĕ ТСК председателĕ.

Михаил Анисимов Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче паянхи кун Чăваш Республикинче пурăнакансен 87% регистрациленнине пĕлтерчĕ. Эппин, вĕсем кандидатсене ырласа электронлă мелпе алă пусма пултараççĕ. Çапла тăвас тесен Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче çирĕплетнĕ «учетная запись» кирлĕ. Брифингра çапла ăнлантарчĕç: пĕр-пĕр кандидатшăн электронлă мелпе алă пусас тесен Пĕрлехи порталти харпăр уйрăм кабинета кĕмелле, унăн çĕнĕ версине куçмалла. Унта «Манăн суйлав» пая шыраса тупмалла, «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ» пункт çине пусмалла. Унта кашни кандидат пирки информаципе паллашма пулать. Кандидатурине хăй тĕллĕн тăратнă çыннăн ячĕ-хушамачĕ патне çитсен «Кандидата ырлас» кнопкăна пусмалла, çирĕплетекен паллăсене лартмалла та алă пусмалла. СМСпа ярса паракан çирĕплетӳ кодне çырмалла та «Ярас» кнопкăна пусмалла. Çакă йăлтах электронлă мелпе пулса пырать.

«Хальлĕхе кандидатурине хăй тĕллĕн тăратнă икĕ кандидат çынсем электронлă мелпе алă пуснине пуçтарма пуçланă», — терĕ Александр Цветков. Вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ кăçал авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче иртессине те аса илтерчĕ.

www.hypar.ru Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА сăн ÿкерчĕкĕсем тата видео