Комментари хушас

2 Çурла, 2014

Чуна çывăх шкул пурнăçĕ

Çĕмĕрле районĕнчи Юманай ялĕнче çуралса ÿснĕ Валентина Семенова Элĕкри вĕренÿ пайĕн информаципе меслет центрĕнче 21 çул тăрăшать, районти ача сачĕсен ĕçĕсене тишкерет.

Валентина Ильинична хресчен çемйинчен тухнă: ашшĕ - механизатор, амăшĕ - ĕне сăвакан. Шкулта лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă хĕр. Тĕрĕс ăслăлăх предмечĕсене уйрăмах кăмăлланă вăл, аслă юлташĕ - Римма Русскова вĕрентекен - çулĕпе кайма ĕмĕтленнĕ. Çавăнпах Волгоградри педагогика институчĕн физикăпа математика уйрăмне вĕренме кĕнĕ.

1993 çулта аслă пĕлÿ илнĕскер Элĕкри вĕренÿ пайне вырнаçнă. Валентина Ильиничнăн мăшăрĕ Александр Константинович та - педагог. Вăл тивĕçлĕ канăва тухичченех Питĕшкасси шкулĕнче хими учителĕнче тăрăшнă. Пĕрле вĕсем виçĕ хĕре кун çути парнеленĕ.

Вĕренÿ тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе меслетçĕ ĕçĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен шăпах вĕсем «çÿлтен» килекен хушăва шкулсене çитереççĕ. Тивĕçĕ çав тери анлă вĕсен: çулсеренех предмет олимпиади ирттермелле, патшалăх пĕрлехи экзаменĕ те - яваплă тапхăр. Вĕренÿ институчĕ семинара чĕнет-и, районти учительсем конференцие пухăнаççĕ-и - меслетçĕн пур ыйтăва та вăхăтра татса памалла. Тивĕçне яваплăха туйса пурнăçланăшăн Валентина Семеновăна РФ Вĕренÿ министерствин Хисеп хучĕпе чысланă.

Владимир ЕГОРОВ.

Элĕк районĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.