Комментари хушас

21 Утă, 2020

Олег Николаев - Елчĕкре

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев паян Елчĕк районне çитсе курчĕ. Вырăнти ертÿлĕхпе, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕпе - ЧР ял хуçалăх министрĕпе Сергей Артамоновпа, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе Юрий Поповпа, Петр Красновпа "Прогресс" хуçалăхри урпа уйне çитсе курчĕç.

Хуçалăхра вырма ĕçĕсем хĕрсе пыраççĕ. Тухăç та савăнтарать ял ĕçченĕсене. Ĕнерхи кун тĕлне хуçалăхра тĕшĕллĕ культурăсене 225 гектар çинче вырнă.

Олег Николаев çавăн пекех "Промсервис" пĕрлешĕвĕн ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашрĕ. Препдприяти чĕрĕк ĕмĕр каялла чăмăртаннă. Унта 37 çын ĕçлет. Иртнĕ çул кунта 69,9 миллион тенкĕлĕх тавар туса кăларнă. Вĕсем: нефть, газ шăтăкĕсене чавнă чухне усă курмалли шĕвексем.

Олег Николаевпа ытти яваплă çынсем Елчĕк салинче çĕкленекен стадиона та çитсе курчĕç. Ăна тума кăçал республика бюджетĕнчен 30383,10 пин тенкĕ уйăрнă, вырăнти бюджетран - 1939,40 пин тенкĕ.

Юлашкинчен регион ертÿçи Олег Николаев Чăваш Республикин 2020-2025 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программипе килĕшÿллĕн муниципалитетăн аталану планĕсене сÿтсе явма хутшăнчĕ.

www.hypar.ru Надежда СМИРНОВА сăн ÿкерчĕкĕсем