Комментари хушас

23 Утă, 2020

Медицинăна пулăшу кĕтет

Коронавируса пула çак тапхăрта медицина организацийĕсен, планпа палăртнă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме май килменрен, тупăш пайĕ те пĕчĕкленнĕ.

Утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов тăкаксене ОМС фончĕн шутĕнчен саплаштарасси çинчен пĕлтерчĕ. Вăл çак тĕллевпе Чăваш Республикин медицинăн обязательнăй страхованийĕн фончĕн кăçалхи тата 2021, 2022 çулсенчи бюджетне улшăнусем кĕртме йышăннине палăртрĕ, саккун проекчĕпе паллаштарчĕ.

Чăваш Енри ОМС фончĕн бюджечĕ федераци фондĕнчен килекен 29,9 миллион тенкĕпе пуянланать. Улшăнусем кĕртнĕ хыççăн фондăн тăкакĕсем 16 миллиард ытла тенкĕпе танлашĕç. Компенсаци мелĕпе уйăракан укçа-тенкĕпе, Владимир Степанов палăртнă тăрăх, медицина организацийĕсем тухтăрсене тата вăтам сыпăкри медицина ĕçченĕсене шалу тӳлеме усă курĕç.

www.hypar.ru
 

Рубрика: