Комментари хушас

23 Утă, 2020

Ĕç условийĕсем лайăхланаççĕ

Чăваш Республикинче ĕç условийĕсене тата ĕç сыхлавĕн тытăмне лайăхлатас енĕпе иртнĕ çул тунă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ.

ЧР ĕçлев министрĕ Алена Елизарова Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче палăртнă тăрăх, производствăра сусăрланакансен шучĕ çулсерен чакса пырать. Сакăр çул хушшинче, сăмахран, çак кăтарту 1,7 хут пĕчĕкленнĕ: 343 тĕслĕхрен 200-е çитнĕ.

Иртнĕ çул ĕçре производствăри инкексенче 200 çын сиенленнĕ: 2018 çултипе танлаштарсан 13,6 процент ытларах. Çав вăхăтрах йывăр суранланнисен шучĕ 34,8 процент сахалланнă, производствăра вилекенсен йышĕ 2 хут пĕчĕкленнĕ /2018 çулта — 27 çын пурнăçран уйрăлнă, 2019 çулта — 14/.

Алена Елизарова палăртнă тăрăх, производствăри инкексенчен сыхланма пулăшакан мероприятисене /çак шутра ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсемпе йĕркеленĕ лекцисем, семинарсем, тĕлпулсем т.ыт.те/ «Халăха ĕç тупма пулăшасси» патшалăх программин «Хăрушсăр ĕç» çум программипе килĕшӳллĕн пурнăçланă. Пĕлтĕр ĕç сыхлавне вăйлатас тĕллевпе укçа-тенкĕ те ытларах уйăрнă. Çулталăкри тăкаксем 1,6 миллиард тенкĕпе танлашнă. Ĕçлекен пĕр çын пуçне тивекен пай та пысăкланнă: вăтамран 11 пин ытла тенкĕ пĕтернĕ. Сиенлĕ тата хăрушă условисенче ĕçлекенсен шучĕ те, министр палăртнă тăрăх, чаксах пырать.

Алена Елизарова ĕç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе йышăннă малашлăх тĕллевĕсемпе те паллаштарчĕ. Çак шутра ĕç вырăнĕсенче хăрушлăх кăларса тăратакан самантсене тупса палăртса хак парассине те, предприяти-организаци ертӳçисем ĕç сыхлавĕн саккунĕсене пăхăннине тĕрĕслесе тăрассине вăйлатассине те тата ыттине те палăртрĕ вăл.

www.hypar.ru