Комментари хушас

5 Çурла, 2014

Пурнăçĕ вăрманта иртет

Çут çанталăк тусĕсем 140 ытла ăслăлăх ĕçĕпе 6 монографи çырнă биологи наукисен кандидатне Виктор Балясный эколога лайăх пĕлеççĕ. 2011 çултанпа, Чăваш Ен юманлăхне тĕпчекен центра пĕтернĕренпе, вăл - «Сăрçи» заповедникăн ертсе пыракан специалисчĕ. Унпа «Хыпарăн» общество корреспонденчĕ Людмила Майорова тĕл пулнă.

- Эсир ăçта çуралнă?

- Украинăри Луганск облаçĕнчи Аношкино ялĕнче, - терĕ Виктор Иванович. - Утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче 70 çул тултартăм.

- Саламлатăп, ырлăх-сывлăх сунатăп!

- Тавах, мăнукăм.

- Ăçта çитĕннĕ?

- Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансанах атте Хĕрлĕ Çара çырăннă. Сталинграда тăшманран хÿтĕлесе йывăр аманнă. Госпитальте сипленнĕ хыççăн, 1943 çулта, кăкăрĕ çинчи наградисене çиçтерсе тăван яла таврăннă. Аслă Çĕнтерÿ хыççăн атте-аннене Белгород облаçĕнчи шкула ачасене вĕрентме янă. Эпĕ Чернянка поселокĕнче ÿснĕ. Ял пурнăçне лайăх пĕлетĕп. Тивĕçлĕ канăва кайичченех шкулта вăй хучĕç. Атте-аннене ача чухне килти хуçалăхра куллен пулăшрăм.

- Эсир Воронежра вăрман техникин институтĕнчен вĕренсе тухнă. Мĕншĕн вăрманпа тачă çыхăннă профессие алла илме тĕллев тытрăр?

- Пирĕн ял çывăхĕнчех вĕтлĕхчĕ. Унта эпĕ кăмпа, çырла, мăйăр татнă, вĕçен кайăксемпе кăсăкланнă. Чăтлăхри вăрттăнлăха тĕпчесси ача çулĕсенчех пуçланчĕ. Çак туртăм чун-чĕрере çирĕпленчĕ. Çавăнпа вăрман институтне вĕренме кĕтĕм. Çемьерисем хирĕçлемерĕç.

- Алла диплом илнĕ хыççăн ăçта ĕçлеме вырнаçрăр?

- Пĕтĕм Союзри «Союзгипролесхоз» проект-шырав институчĕн Воронежри экспедицийĕн аслă техникĕн вырăнне. Брянск облаçĕнчи вăрман çĕрне мелиорацилемелли проектсем хатĕрлеме ячĕç. Унта икĕ çул тăрăшрăм. Йĕри-тавра - сĕм вăрман, шурлăх. Пĕрремĕш çул путлăхра пăр ларичченех аппалантăмăр. Ĕçлеме çăмăл марччĕ. Çапах вăй-хăват тапса тăратчĕ. Брянск партизанĕсем вăрçă çулĕсенче пурăннă çĕр пÿртсем - халĕччен куç умĕнче.

- Çĕр-шывăн тата хăш кĕтесне çитсе куртăр?

- Нумай çĕре. Туркменири Каракум пуш хирĕнчи мамăк туса илекен лаптăксенче вăрман тăрăхĕ çитĕнтермелли вун-вун проект хатĕрлерĕмĕр. Унта хĕвел кунĕпех хĕртет. Чăтма çук шăрăх! Пирĕн специалистсем ура çинче тăнă самантрах куçра тĕтреленнине, ÿт температури ÿснине сисетчĕç. Шăрăхра тăнран кайма пуçласанах пире Воронежа ăсататчĕç.

- Мĕншĕн сире Совет Союзĕпех çÿретнĕ?

- Воронежра пысăк квалификациллĕ специалистсемччĕ. 1970-1972 çулсенче Кăркăсстанри Кок-Янгак /çак сăмах симĕс мăйăр тенине пĕлтерет/ хулинче аслă инженер пултăм. Унта çĕр айĕнчи чĕр тавар кăларакансем çемйисемпе пурăнатчĕç. Анчах сăртран юр, пăр, чул капланса аннăран пĕрмай инкек курнă. Эпир унăн çулне пÿлмелли проект турăмăр. Унпа килĕшÿллĕн хулана хÿтĕлеме вăрман тăрăхĕпе мăйăр сачĕсем çитĕнтерчĕç.

Çурçĕр Кăркăсстанри Иссык-Куль хĕрринче вăрман питомникĕ тумалли проект хатĕрлерĕмĕр. Тĕлĕнмелле илемлĕ тавралăх! Çĕрле тÿпене пăхатăн та тем пысăкăш çăлтăрсене куратăн. Чăваш Енринчен темиçе хут шултрарахчĕ. Пирĕн кантур Пржевальск хулинчеччĕ. Н.М.Пржевальский музейĕпе паллашрăм, унăн вил тăпри умĕнче пуç тайрăм. Кăркăсстанра кĕркунне çил-тăвăл тухатчĕ, хăйăра, вĕт чула, тусана çĕклесе вĕçтеретчĕ.

- Шăпа кайран ăçта илсе çитерчĕ?

- Казахстана. Унта 12 çул вăй хутăм. Актюбинск облаçĕнче Мускав университечĕн профессорĕпе А.Г.Гаельпе паллашрăм. Вăл мана университет аспирантурине кĕме сĕнчĕ. Унта куçăн мар майпа пĕлÿ пухрăм, кандидат диссертацине хÿтĕлерĕм. Вун икĕ çул Казахстанри вăрман хуçалăхĕпе агровăрман мелиорацийĕн ăслăлăх тĕпчев институчĕн лабораторийĕн ертÿçи пултăм. Ĕçтешĕмсемпе пĕрле вăрман чĕртмелли технологисем шухăшласа кăлартăмăр, мĕнле ÿснине сăнама чылай лаптăкра хыр лартрăмăр, ку ĕçре техника-машинăпа усă куртăмăр, хăйăр çинче хыр çитĕнтермелли меслете алла илтĕмĕр, вăрман культурисене тĕпчерĕмĕр. Совет Союзĕ салансан, 1994 çулта, Казахстанран Чăваш Ене пурăнма куçрăм.

- Мĕншĕн пирĕн пата?

- Манăн юлташ, ĕçтеш кунтанччĕ. Вăл Раççей Ăслăлăхĕсен Академийĕн тĕп ботаника сачĕн Шупашкарти филиалне аслă сотрудник вырăнне ĕçе илессине систерчĕ. Конкурса эпĕ те хутшăнтăм: илчĕç. Чăваш Енре 20 çул ĕçлесе пурăнатăп. Филиал сотрудникĕсемпе пĕрле «Рекомендации по созданию и содержанию зеленых насаждений в городах и сельских поселениях Чувашской Республики» ятлă кĕнеке кăларма май килнĕшĕн халĕ те савăнатăп. 2001 çулта Шупашкар Раççейри чи хăтлă хула ятне çĕнсе илчĕ. Çак ÿсĕмре ун чухне филиалра тăрăшнă сотрудниксен пĕчĕк тÿпи те пур.

- Эсир тĕпчевçĕрен чиновник таран ÿснĕ теççĕ.

- Тĕрĕсех. 2001 çулта республикăн Çут çанталăк ресурсĕсемпе усă курас тĕлĕшпе ĕçлекен министерствине йĕркелерĕç. С.Э.Дринев министр мана пай пуçлăхне лартрĕ. Ĕç мăй таранччĕ. Киле каçхине 8 сехет иртсен çеç таврăннă. Канмалли кунсенче те ĕçе кăларатчĕç.

- Çакна чăтайманнипе урăх вырăна куçрăр-и?

- Унпа мар. 2008 çулта манăн пенсие каймалли вăхăт çитрĕ, министерствăра чăматана пуçтарма тиврĕ. Утмăл çулта хваттерте кĕрĕк арки йăваласа ларас килмерĕ. Мана Пĕтĕм Раççейри Вăрман мелиорацийĕн ăслăлăх тĕпчев институчĕн «Хĕвел тухăçĕнчи тата Европăри вăрман сăнав станцийĕ» патшалăх учрежденийĕн филиалне ертсе пыма шанчĕç.

«Система лесовосстановительных мероприятий по ведению хозяйства в дубравах Чувашской Республики на зонально-типологической основе» ятлă кĕнекене кун çути кăтартрăмăр. Пирĕн сĕнÿсемпе вăрман хуçалăхĕсенче усă кураççĕ. Эпир Чăваш Енре 200 пин гектар лаптăкра юман çитĕнтерме май пуррине çирĕплетрĕмĕр.

- «Сăрçире» мĕнле ĕçшĕн яваплă?

- Иртнĕ çулсенче заповедникри вăрманăн топоэкологи профильне тăршшĕпех тăсрăмăр, йывăçсем мĕнле çитĕннине тĕпчеме 17 сăнав лаптăкне уйăртăмăр. Пĕлтĕр федерацин «Рослесинформ» предприятийĕпе пĕрле асăннă профиле тата темиçе лаптăк кĕртрĕмĕр. 2010 çулхи пушар заповедникри вăрмана кĕллентерсе пысăк тăкак кăтартрĕ. Вут-çулăмран йывăçсем тата тăпра çинче кăмрăк нумай юлчĕ. Вăл ÿсен-тăрана, вăрман чĕр чунне тĕрлĕ витĕм кÿрет. «Хĕрлĕ автан» сиенленĕ культурăсенчен чылайăшĕ хăрмарĕ. Вĕсенче мĕнле улшăну пулса иртнине, вĕри температурăна пула тăпра епле улшăннине, хунавсем хăйсем тĕллĕн мĕнле шăтса ÿснине тĕпчетпĕр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.