Комментари хушас

5 Çурла, 2014

Илеме паллă тунă, çĕр улми ас тивнĕ

Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче тĕне ĕненекенсем Илем ?Илле пророк% кунне уявларĕç. Илья - Руçре халăх сума сăвакан чи паллă çветтуйсенчен пĕри.

Вăл çамрăклах пуш хирте çирĕп типпе пăхăнса тата кĕлĕ туса пурăнма тытăннă. Чылай вăхăт типĕ тăрсан халăх Илле пророкран çумăр çутарма ыйтать. Çанталăк ытлашшипех йĕпе-сапана кайсан çумăра чарма тархасланă. Илем ?Илен% кунĕнче ĕçлеме юраман. Хурт-хăмăра пăхнăшăн вара ятламан. Ара вĕлле хуртне авалтанах сăваплă хурт, ылтăн хурт тенĕ.

Иртнĕ шăмат кун республикăри пур чиркÿре те кĕлĕ иртнĕ. Ĕненекенсем Илле пророкран сывлăх, тăнăçлăх ыйтнă. Илемре шыв хăвачĕ ÿсет-мĕн. Çак кун çынсем çăл куç патне ятарласа çÿренĕ. Сиплĕ шывпа çăвăннă, сиплĕхлĕ, сывлăхлă пуласчĕ тенĕ. Чăвашсем Илемре пуçласа çĕнĕ çĕр улми пĕçерсе çиеççĕ. Маларах çак кун пăрçа ас тивнĕ. Халĕ вара асăннă культура иртерех пулать, çурла уйăхĕн 2-мĕшĕччен хытма та ĕлкĕрет. Асăннă праçникре хăш-пĕри çĕнĕ пыл та тутанать.

Р.АНАТОЛЬЕВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.