Комментари хушас

20 Çурла, 2020

Студентсем шкул ачисене вĕрентĕç

Республикăри аслă шкулсенче педагога вĕренекен аслă курс студенчĕсем шкулсенче вĕрентейĕç. Ку ыйтăва И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче иртнĕ «çавра сĕтелте» сÿтсе явнă.

Калаçăва Чăваш Ен Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствин пай пуçлăхĕ Алексей Григорьев, ЧППУн ректорĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Захаров тата ыттисем хутшăннă.

Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ вĕренÿ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртме йышăнчĕ. «Вĕрентÿ тата педагогика ăслăлăхĕсем» енĕпе пĕлÿ илекен, экзаменсене лайăх тытнă çамрăксем 3-мĕш курс хыççăн шкула ĕçе вырнаçайĕç. Кружоксенче тата секцисенче хушма пĕлÿ пама иккĕмĕш курс хыççăн та юрать.

Шупашкарти шкулсенче педагогсем кирлине шута илсен вĕренÿ учрежденийĕсен аслă шкулсемпе тачă çыхăну тытмалли куçкĕрет. Вĕсен пĕрле пулса студентсен ĕç тата вĕренÿ графикне палăртмалла, ĕçе ытти хăш-пĕр саманта шута илсе йĕркелемелле.

www.hypar.ru

Рубрика: